Питеркинское сельское поселение Красночетайского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Саша Филиппов - пулас программист

27 июня 2007 г.

Кашни мал ĕмĕтлĕ ача хăйĕн пулас профессийĕ çинчен шкулта ăс пухнă вăхăтра шутлама пуçлать. Питĕркассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта вĕренекен Саша Филиппов пирки те çавнах калас пулать. Саша 11 класа куçрĕ, анчах та тепĕр çул ăçталла, хăш вĕренÿ заведенине çул тытмаллине халех пĕлет. Вăл программист пуласшăн çунать.

Нумаях пулмасть, С.Филиппов шкул шайĕнче ирттернĕ “Çулталăк вĕренекенĕ - 2007” конкурса хутшăнса, çивĕч кĕрешÿре ытти ачасенчен нумайрах балл  пухса “Çамрăклăх” номинацире çĕнтернĕ. Унăн хăй хатĕрленĕ “Çулталăк вĕренекенĕ” презентацийĕн содержанийĕ пурне те килĕшнĕ, “Çулталăк вĕренекенĕ” темăна туллин уçса пама пĕлни тата пултарни жюрин пур членĕсене те парăнтарнă.

Саша шкулта иртекен тĕрлĕ мероприятисене пĕр май хутшăнать. Кросс вăл е пĕр-пĕр викторина, ташă каçĕ е пĕлĕве ÿстерекен вăйă - вăл ялан малтисен ретĕнче пулма тăрăшать. Вĕрентекенсем те çамрăк каччăна кăмăллаççĕ. Тĕрлĕ предмет олимпиадисенче 10-мĕш класс вĕренекенĕ малти вырăнсене çĕнсе илнĕ: информатика тата экономикăпа - 3-мĕш, биологипе - 2-мĕш, астрономипе - 1-мĕш, математикăпа - 3-мĕш. Педагогсем ун çитĕнĕвĕсемшĕн савăнмаллипех савăнаççĕ, кунĕпех компьютер класĕнче ларма хатĕр каччăн ĕмĕчĕ пурнăçа кĕрессе шанаççĕ. Лаша пуласси тихаран паллă тесе ваттисем ахаль каламан пулĕ. Манăн та Сашăна çирĕп кăмăл-шухăшлă пулма, çутă пуласлăха ялан ĕненме сунас килет. Утас çулу такăр пултăр, Саша!

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429052, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Питеркино
Телефон: 8(83551) 2-19-84
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика