Питеркинское сельское поселение Красночетайского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Влаç органĕнче ăрăшакансем ăмăртрĕç

19 июня 2007 г.

Спорт - сывлăх çăл куçĕ. Вăл ача-пăчана та, аслисене те кăсăклантартăр. Çавна май спорт уявĕсем йĕркелесех тăраççĕ, сывлăха çирĕплетме майсем туса параççĕ. Акă, иртнĕ эрне кун районти тĕп стадионра влаç органĕнче  тăрăшакансен çуллахи 2-мĕш Спартакиади иртрĕ. Унта  райадминистрацин пайĕсенче  тăрăшакансем, ытти уйрăмсенче ĕçлекенсем, ял тăрăхĕсенчи специалистсем хутшăнчĕç. Вĕсем тĕрлĕ ăмăртусене хутшăнса вăй виçрĕç. Çапах та, ытти çулхисемпе танлаштарсан, спорта хутшăнма кăмăллакансен йышĕ сахалтарах пулчĕ, ял тăрăхĕсенчен уява Мăн Этмен, Питĕркасси, Хĕрлĕ Чутай тăрăхĕсенчен çеç килсе çитрĕç.

Ăмăрту 100 метрлă дистанцие парăнтарассипе пуçланчĕ. Спорта юратакансенчен  кашни хăй çулхисемпе тупăшрĕ. Хĕрарăмсенчен, 30 çула çитменнисен ушкăнĕнче, пĕрремĕш вырăна Н.Сатлайкина (информатизаци уйрăмĕ) çĕнсе илчĕ, 40 çулхисенчен -  Э.Викторова (социаллă хÿтлĕх пайĕ), 50 çулхисенчен - Е.Николаева (Мăн Этмен), 50 çултан аслăраххисенчен - А.Столярова (райадминистраци). Арçынсенчен çĕнтерÿçĕ ята И.Филиппов (райадминистраци), С.Романов (пенси фончĕ), А.Самсонов (социаллă аталану пайĕ), В.Романов (эколог) тивĕçрĕç.

200 метрлă дистанцие чупассине хĕрарăмсем çеç хутшăнчĕç. Пĕрремĕш вырăнсене, кашни хăй çулхисем хушшинче, Н.Сатлайкина, С.Бродюкова (Питĕркасси), А.Столярова тивĕçрĕç.

Тăршшĕне гранат  перессипе чылаййăн тупăшрĕç. Çамрăксем хушшинче Н.Сатлайкина палăрчĕ, Л.Стафикпа А.Столярова та пĕрремĕшсем пулчĕç. Арçынсен ушкăнĕнче пултаруллăрах А.Майоров (вĕрентÿ пайĕ), С.Романов, Ю.Илюшкин (райадминистраци) пулчĕç.

Тăршшĕне сикесси спортсменсемшĕн çăмăлах килмерĕ. Хĕрÿ тупăшура Н.Сатлайкина, Э.Викторова, С.Бродюкова, А.Столярова хастарлăх кăтартрĕç. Арçынсен тупăшăвĕнче И.Филиппов, С.Романов, А.Самсонов, В.Романов чи вăйлисем пулчĕç.

Спортра çитĕнÿ тунисем июнĕн 25-мĕшĕнче республикăри ăмăртусене хутшăнса район чысне хÿтĕлĕç.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429052, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Питеркино
Телефон: 8(83551) 2-19-84
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика