Питеркинское сельское поселение Красночетайского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çуллахи ĕçпе кану лагерĕнче

19 июня 2007 г.

Питĕркассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта кашни çулах ĕçпе кану лагерĕ ĕçлет. Кăçал та вăл июнĕн 4-мĕшĕнче уçăлчĕ. «Туслăх» лагерьте пурĕ 50 ача шутланса тăрать, вĕсен унта 21 кун хушши çÿремелле. 7-мĕш, 8-мĕш, 10-мĕш классенче вĕренекенсенчен 2 отряд йĕркеленĕ: «Çăлтăр шутлакансем» тата «Ăмăрт кайăксем».

Лагерь начальникĕ А.М.Ейков ачасене çуллахи каникулта тивĕçлĕ канма пулăшас тата вĕсен сывлăхне çирĕплетес тесе ятарлă программăпа ĕçлет. Анатолий Михайловича ку енĕпе Л.В.Жукова, Л.Н.Ермолаева, Л.С.Архипова тата О.Н.Фондеркина педагог-воспитательсем пулăшаççĕ, вĕсем шкул çумĕнчи лагерь ĕçне йĕркелесе пыраççĕ.

Çуллахи ĕçпе кану лагерьне çÿрекенсем кун йĕркине çирĕп пăхăнаççĕ. «Березка» ресторанра ачасене кашни кун 2 хутчен вĕри апат çитереççĕ: ирхине тата кăнтăрла. Пĕр ачана апатлантарма кунне 38 тенкĕ уйăрса панă.

Питĕркасси шкулĕ 0,8 гектар çĕрпе усă курать. Яш-кĕрĕм пахча çимĕç участокĕсенче çум курăк тапса тухнă лаптăксене тасалать, кăпкалатса илет, шăварать, чечек клумбисене илем кÿрет. Кăçал шкул пахчине çĕр улми, купăста, кишĕр, хĕрлĕ кăшман, помидор тата ытти пахча çимĕçе те лартса хăварнă. Ĕçпе кану лагерĕн программипе килĕшÿллĕн, «Туслăха» сывлăха çирĕплетме çÿрекенсем ĕç хыççăн культурăллă мероприятисене те хутшăнаççĕ: хăйсем хушшинче пĕчĕк концертсем лартаççĕ, спорт вăййисене выляççĕ, пурте пĕрле телевизор кураççĕ, кĕнеке вулаççĕ, хальхи вăхăтри çамрăксене пăшăрхантаракан çивĕч ыйтусене сÿтсе яваççĕ, кашнинех хумхантаракан темăсене пăхса тухаççĕ. Ачасем шкул участокĕсем çинче кăна мар, классемпе кабинетсенче, библиотекăра тасалăх кÿрес енĕпе вăй хураççĕ. Вĕсем сиплĕ курăк пуçтарас ĕçре те маттур, эмел курăкĕшĕн панă укçапа вĕренекенсем шкула тирпей-илем кÿрес тĕллевпе усă курас шутлă. Пĕр сăмахпа, ĕçпе кану лагерьне çÿрекенсем вăхăта усăллă ирттереççĕ.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429052, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Питеркино
Телефон: 8(83551) 2-19-84
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика