14 июня 2007 г.
Ефросиния Николаевна Дадюкова 1911 çулхи сентябрь уйăхĕн 18-мĕшĕнче Хирлÿкасси ялĕнче çуралса ÿснĕ. Темиçе уйăх çак ялти шкулта вĕреннĕ. Пĕчĕкрен йывăр ĕçе кÿлĕннĕ. 1935 çулта вăл Хурапыр ялĕнчи çамрăка качча тухнă. Мăшăрĕпе, Моисей Якимовичпа, 3 ачана кун çути парнеленĕ, анчах та иккĕшне кăна Турă çĕр çинче пурăнма çырса панă. Аслă Отечественнăй вăрçă пуçлансан, Моисей Якимовича Тăван çĕршыва хÿтĕлеме, тăшмана çапса аркатма фронта илсе кайнă. Шăпа ăна хаяр вăрçăран каялла таврăнма пÿрмен - вăл 1941 çултах сас-хурасăр çухалнă. Ефросиния Николаевна савнă упăшкипе 6 çул кăна пурăнса курнă. 6 çултан пĕринче çеç çĕнĕ кил-çуртра хĕл каçма май тивнĕ çамрăк çемьене. Хĕрĕпе ывăлне, Зойăпа Юрăна, пĕчченех ура çине тăратнă, çын тунă. Вĕсене те ачаранах йывăр ĕçре пиçĕхме хăнăхтарнă, пурăнма ăс-тăн панă.
Ефросиния Николаевна ĕмĕрне колхозра ĕçлесех ирттернĕ теме пулать. Вăл звеньевойра та тимленĕ, учетчицăра та тăрăшнă, апат пĕçернĕ çĕрте те нумай вăй хунă. Çав вăхăтрах ачисене пăхнă, вĕсен телейлĕ пуласлăхĕшĕн çуннă. Вăрçă çулĕсенче вăрман ĕçленĕ, окоп чавнă, Çĕмĕрлене лашапа тырă леçнĕ. Ефросиния Николаевнан кĕрĕк аркине йăваласа ларма вăхăт та пулман, çавăнпа та вăл ачисем ÿссе çитĕнсе мăшăрлă пулнине сиссе те юлайман. Паянхи куна ялти чи ватă кинемейĕн 5 мăнукпа вĕсен 4 ачи. Вĕсем ăна юратса пăхаççĕ, кăмăл-туйăмне çĕклентерсе пурăнма хавхалантараççĕ. Ефросиния Николаевна - Хурапыр ялĕн чыслă-сумлă çынни. Вăл - тыл ĕçченĕ. Унăн хисепе тивĕçнĕ паллăсем чылай паллах. “Нумай ĕçленипе чылай пурăнатăп пулĕ”, - пуплет хисепе тивĕçлĕ ватă çын.
100 çул урлă каçма, сар хĕвел çутипе, ăшшипе киленсе пурăнма хура-шурне сахал мар тÿснĕ Ефросиния Николаевна Дадюкована çирĕп сывлăх, иксĕлми вăй-хал, ял-йыша татах та савăнтарса пурăнма сунас килет.
Источник: "Пирěн пурнăç"