Питеркинское сельское поселение Красночетайского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ашшĕ-амăшĕсем ачисене пăхса усрама тивĕç

14 июня 2007 г.

“Ашшĕ-амăшĕ хăйсен çул çитмен ачисене пăхса усрама тивĕç”, - тенĕ РФ Çемье кодексĕн 80-мĕш статйинче. Анчах та хăшĕсем кун пирки мансах каяççĕ. Çакна РФ Уголовнăй Кодексĕн 157-мĕш статйин пĕрремĕш пайĕпе çыхăннă уголовнăй ĕçе тĕрĕсленĕ чухне палăртатăн. Ашшĕ-амăшĕсем суд йышăнăвĕпе çул çитмен ачасене пăхса тăрассипе тÿлемелли тивĕçрен пăрăнаççĕ. Акă, çулталăк пуçланнăранпа районти дознавательсем алимент тÿлессинчен сĕм­сĕррĕн пăрăнакансем пирки 3 уголовнăй ĕçе суда ярса панă.

Хăйсен ачисене укçа-тенкĕпе кăшт та пулин пулăшассинчен пăрăнакан ашшĕ-амăшĕсем шутне судпа алимент тÿлеме хирĕç пулнисене, хăйсен чăн-чăн шалăвне кăтартманнисене, ĕçрен пăрăнакансене кĕртмелле. Акă, Хурапырти А.Н. Федорова, Кÿпешри В.В.Мулаев, Мучикассинчи Н.А.Храмов алимент тÿлессинчен пăрăнаççĕ. Çакна ĕç вырăнĕ çуккипе те сăлтавлама именмеççĕ. Ĕçлекен çын валли ĕç тупăнатех. Шутласа пăхăр, ашшĕ-амăшĕ пăхмасан ача хăйне мĕнлерех туять; Унăн малашлăхĕ мĕнлерех пулĕ.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429052, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Питеркино
Телефон: 8(83551) 2-19-84
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика