21 февраля 2007 г.
Питĕркассинчи вăтам шкулта йăлана кĕнĕ йĕркепе Çăварни уявне кашни çулах ирттереççĕ.
Çак уява вĕренекенсем чăтăмсăррăн кĕтеççĕ. Уява ачасем тĕплĕн хатĕрленчĕç. Вĕсем шкул картишĕнче тĕрлĕрен юр кĕлеткисем ăсталарĕç, тăвайккине те тăрăшсах хăпартрĕç.
Уяв сценарипе килĕшÿллĕн иртрĕ. Çăварнине тĕрлĕ юмахри сăнарсем килсе çитрĕç. Вĕсем уява хаваслăрах ирттерме пулăшрĕç.
Сцена çинче вара чăн-чăн артистсем пекех тыткаларĕç хăйсене вĕренекенсем. Çăварни юрри-сăввине шăрантарни, тĕрлĕ кулăш-мыскара, ташă-кĕвĕ пурин кăмăлне те кайрĕ.
Суту-илÿ те йĕркелеме пултарнă вĕренекенсем. Кунтах çуллă икерчи, пылак шывĕ, хăйсем пĕçернĕ тутлă пÿремечĕ. Шкул поварĕ вара кашни вĕренекенех çăварни икерчи тутантарчĕ.
«Çăварни лаши, тур лаши» ачасене катаччи чуптарчĕ. Ачасем çуна çине ларса çăварни юррисем янраттарчĕç. Çакна палăртма кăмăллă: Питĕркассинче пурăнакан Л.А. Краснов ачасене çăварни чуптарма хаваспах килĕшнĕ, лаша кÿлсе килнĕ.
Тĕрлĕ спорт ăмăртăвĕсем те йĕркеленĕ уявра. Кунта алă вăйне виçекенсем те, винтовкăран тĕл перекенсем те, «паттăр автансем» те, вĕрен туртакансем те тупăшрĕç.
Хĕле ăсатма уяв катемпине те хатĕрленĕ. Ăна тăвайккинчен, çунашка çине лартса, çунтарса ăсатса ячĕç.
Хаваслă юрă, кулă сасси каç пуличченех уява тăсрĕ. Ăс пухма кăна мар, савăнса кулма, тĕрлĕ мероприятисем ирттерме те пултараççĕ питĕркассисем.
Источник: "Пирěн пурнăç"