Питеркинское сельское поселение Красночетайского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Харпăр хăй хыççăн тирпейлеме вĕренесчĕ

24 апреля 2010 г.

Паянхи кун районта тĕп ыйтусенчен пĕри – тирпей-илем кÿресси. Иртнĕ çула район пуçлăхĕ А.И.Криков Чечексен çулталăкĕ тесе палăртнăччĕ. Кăçалхи çула вара Александр Иванович районта Экологи культурин çулталăкĕ тесе пĕлтерчĕ.

Районта территорисене тирпейлессипе экологи уйăхлăхĕ пырать. Çавна май предприятисемпе учрежденисенче, ял тăрăхĕсенче тата уйрăм çынсен те тирпей-илем кÿрессипе ĕçлемелле. Вăхăта тăсса ямасăр, çак кунсенче çÿп-çапа, ăпăр-тапăра пуçтарса шăлсан, картасене тата ыттине те сăрласа йĕркене кĕртсен лайăх кăна пулмалла. Калас пулать, икĕ эрне каяллах Атнар ял тăрăхĕ ку ĕçе пикеннĕ. Вĕсен ял тăрăхĕн администрацийĕн çурчĕ патне пырса кĕрсен чун савăнать, пур çĕрте те йĕркелĕх, илемлĕх, тасалăх хуçаланать: картисене те сăрланă, йывăççисене те шуратнă, шăлса та, çуса та тирпейленĕ. Çитменнине тата вĕсем шăнкăрчсене "пÿрт" те туса панă, хитре саслăскерсем хăйсен юррисемпе атнарсене кунĕн-çĕрĕн савăнтарĕç. Паллах, хальлĕхе атнарсене районта çитекенни çук-ха. Пур ял тăрăхĕ те вĕсенчен тĕслĕх илсен хĕрлĕчутайсем чечекленĕç кăна.

Çавăн пекех Хусанушкăнь ял тăрăхĕ те таврана илемлĕх, тирпейлĕх кÿрес ĕçе пысăк тимлĕх уйăрать. Паянхи кунччен вĕсем те ку енĕпе чылай ĕç турĕç. Вĕсем патне пырса кĕрсен çĕнĕлĕх тÿрех куçа курăнать, савăнтарать.

Тралькассисен те, Питĕркассисен те, маларах асăннисемпе танах, малашлăх курăнать. Вĕсем те ку ĕçрен аякра тăмаççĕ. Акă, палăртма кăмăллă, иртнĕ çулсенчех район çыннисен хакĕпе таса масар районта хурапырсен. Паллах, ăшă тав сăмахĕсене малтанах Хурапырпа Кÿпеш ялĕсен çыннисем тивĕç. Вĕсем пĕр шухăшлă пулса тăрăшнипе ку ĕç пурнăçа кĕнĕ. Çавăн пекех кунта Питĕркасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕн А.Т. Дмитриевăн та тÿпи пур.

Анчах та районта çын алли пырса тĕкĕнмен вырăнсем те чылай. Акă, сăмахран, Ваçкаçырми ялĕн масарнех илер. Пирĕнтен Питĕркасси çынни çапларах ыйтрĕ (сăмахĕсене улăштармасăрах пĕлтерес килет): "МАСАР-И КУ Е КУРАК ЙĂВИ?!" Аякран вĕсене уйăрса илме йывăртарах ĕнтĕ. Ваçкаçырми ялĕнче тăрăшуллă çынсем пурăнаççĕ, мĕн пулнă-ши вĕсене?

Çавăн пекех калас килет: харпăр хăй тирпейлĕ пулас тесе çÿп-çапа, ăпăр-тапăра кил умне е анкарти хыçне, е тата ытти çĕре, чылай чухне асфальтлă çул хĕррине миххи-миххипе кирлĕ мар япаласене кăларса пăрахни курăнать, тухса пăрахмалла мар. Кун пек тухса пăрахни эсир тирпейлĕ пулнине пĕлтермест. Е тата пурте кун пек тусан малашлăх мĕнле пулĕ-ши? Сирĕн хыççăн камăн пуçтармалла? Çавăнпа та, хамăр хыççăн тирпейлеме вĕренес тесе, илемлĕхе туйса пурăнас тата Чечексен çулталăкне малалла тăсас тĕллевпе 2010 çула Экологи культурин çулталăкĕ тесе йышăнчĕ те район пуçлăхĕ А.И.Криков.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429052, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Питеркино
Телефон: 8(83551) 2-19-84
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика