Питеркинское сельское поселение Красночетайского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йĕлтĕр йĕрĕ чĕнчĕ инçе

13 февраля 2010 г.

Февралĕн 5-мĕшĕнче районти тĕп стадионра шкул ачисене сывă пурнăç йĕркине хăнăхтарас тĕллевпе тата оборонăпа массăллă спорт уйăхлăхĕ пулнă май йĕлтĕрçĕсен ăмăртăвĕ иртрĕ.

Йĕлтĕрçĕсем хĕллехи çанталăкăн кашни ырă саманчĕпе усă кураççĕ, спорт ăмăртăвĕсене сиктермесĕр хастар хутшăнаççĕ. Акă, çак кун çанталăк уяр та лăпкă тăчĕ, çавăнпах йĕлтĕр сырса тухакансен йышĕ те палăрмаллах ÿсрĕ.

Яланхи пекех чи малтан кĕçĕн ушкăнри хĕр ачасем старта тăчĕç. Питĕркассинчи Ю.Разумкина пурне те хыçа хăварса пĕрремĕш вырăн çĕнсе илчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене С.Филипповапа (Мишеркасси) М.Чангайкина (Çĕн Атикасси) пайларĕç. Арçын ачасен ушкăнĕнче А.Дадюков (Хĕрлĕ Чутай) чи вăйли пулчĕ. Ун хыççăн финиша Çĕн Атикассинчи Е.Романовпа П.Бурин çитрĕç.

13-14 çулхи хĕр ачасен кĕрешĕвĕнче Питĕркассинчи К.Казачукпа Е.Эзенкина малти вырăнсене йышăнчĕç. Çĕн Атикассинчи Л.Ванюшкина дистанцие виççĕмĕш вĕçлерĕ. Арçын ачасен тупăшăвĕнче Ю.Вазин (Питĕркасси) пултаруллăрах пулчĕ. М.Ефремов (Хĕрлĕ Чутай) ку хутĕнче ăна выляса ячĕ. Д.Мидейкин (Хĕрлĕ Чутай) финиша виççĕмĕш çитрĕ.

15-16 çулхи хĕр ачасенчен Питĕркассинчи Н.Кириллована никам та çитеймерĕ. Иккĕмĕш вырăнта вара А.Щербакова (Çĕн Атикасси) пулчĕ. Ку ушкăнра каччăсен кĕрешĕвĕнче Хĕрлĕ Чутай вăтам шкулĕн спортсменĕсем Э.Дадюковпа Д.Бродюков çĕнтерÿçĕсем пулса тăчĕç.

17-18 çулхи хĕрсем хушшинче Çĕн Атикассинчи О.Иванова малти вырăна çирĕп тытса пычĕ, финиша та пĕрремĕш çитрĕ. К.Юмжакова (Хĕрлĕ Чутай) иккĕмĕш вырăн çĕнсе илчĕ, Атнар хĕрĕ А.Андреева (кăçал вăл Çĕн Атикасси шкулĕнче ăс пухать) виççĕмĕш пулчĕ. Каччăсен тупăшăвĕнче Хĕрлĕ Чутайри Д.Ангусеев пултарулăхпа палăрчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Питĕркассинчи А.Элеменкинпа Д.Кораков пайларĕç.

Халĕ спортсменсем февралĕн 14-мĕшĕнче районта иртекен "Раççей йĕлтĕр йĕрĕ – 2010" чупăва хатĕрленеççĕ. Массăллă ăмăртăва сывă пурнăç йĕркине кăмăллакан пур çын та хутшăнма пултарать. Ан ÿркенĕр, йĕлтĕр йĕрĕ çине тăрса сывлăха çирĕплетĕр.

 

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429052, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Питеркино
Телефон: 8(83551) 2-19-84
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика