Питеркинское сельское поселение Красночетайского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » «Ылтăн кĕркунне – 2009» куравра

11 ноября 2009 г.

Октябрĕн 30-мĕшĕнче, Ял хуçалăх ĕçченĕсен уявне паллă тунă кунхине, культурăпа кану центрĕнчи спортзалра "Ылтăн кĕркунне – 2009" курав ĕçлерĕ. Унта ял тăрăхĕсем вырăнта ĕçлекен уйрăм çынсен экспоначĕсене, предприяти-организацисем хăйсем туса кăларакан продуктсене илсе килсе вырнаçтарнă. Вĕсемпе паллашатăн та ял çынни пахча çимĕç туса илессишĕн ырми-канми тăрăшнине туятăн.

Акă, ял хуçалăх кооперативĕсем пысăк тухăç паракан элитлă сортлă пĕрчĕллĕ тата пăрçа йышши культурăсене курава тăратнă. Унтах тулли пучахлă кĕлтесем куçа савăнтараççĕ.

Райадминистрацин ял хуçалăх управленийĕн начальникĕ Н.Ф.Коробков кашни çулах килти хуçалăхра пысăк тухăçлă çĕр улми лартса ÿстерет. Кăçал та унăн "Удача", "Жуковский ранний", "Фреско", "Чародей" сортлă çĕр улмисем ăнса пулнă. Курава пынисем вĕсене куçпа курса хак пачĕç.

Райпон «Четайское» предприяти пĕçерсе кăларакан çăкăр-булка изделийĕсен ассортименчĕпе паллашма кăмăллă пулчĕ. Пĕр чустаранах мĕн тĕрлĕ продукци тумаççĕ-ши унти ĕçченсем. Юнашарах "Янтарь" общество хăйĕн апат-çимĕçне курава тăратнă: консервланă хăяр, помидор, купăста, пылак шывсем, куллен çынна кирлĕ продуктсем. Кунтах тĕрлĕ премĕксем вырăн тупнă.

"Гидравлика" уçă акционерлă общество та халăха кирлĕ таварсемпе тивĕçтерет. Вĕсемпе те куравра туллин паллашма май пулчĕ.

Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕнче ĕçлесе пурăнакансем Вăкăр çулĕнче çĕр çинче темĕнле пахча çимĕç те туса илнине куратăн. Ăна вĕсем чĕр чунсем евĕр сăнарланă: акă, купăстасене мулкач пек евĕрленĕ, хĕрлĕ кăшман шăшие аса илтерет, мăн хăярсенчен вара кермен тунă, çын кĕлетки ăсталанă.

Чăн-чăн юмах тĕнчинче тейĕн. Çак ĕçре вĕсене "Хĕвел" тата "Пилеш" ача сачĕсен воспитателĕсем нумай пулăшнă. Палăртмалла, содержани тĕлĕшĕнчен пуян курав йĕркелеме пултарнăшăн хĕрлĕчутайсем пĕрремĕш вырăна тивĕçрĕç.

Мăнэтменсен те кĕреке сĕтелĕ пуян пулчĕ. Унти культура ĕçченĕсем хăнасене ĕлĕкхи йăла-йĕркепе кĕтсе илсе сăйларĕç. Жюри членĕсем вĕсене иккĕмĕш вырăн парас тесе йышăнчĕç.

Пантьăксем çу каçипе лăш курмасăр сад-пахчара ĕçлени сисĕнчĕ. Вĕсем курава çĕр çырли, хурăн çырли тата чылай çимĕç илсе килнĕ.

Питĕркасси ял тăрăхĕнче ĕçлесе пурăнакансем кĕр мăнтăрĕн мĕн пур пуянлăхне курава çитернĕ. Çавăн пекех унти пултарулăх ушкăнĕ куравпа паллашакансене илемлĕ юрă парнелени уяв сĕмне кĕртрĕ. Кĕвĕ çеммипе халăх вĕсем патнелле ытларах туртăнни палăрчĕ. Вĕсем куравра виççĕмĕш вырăна тивĕçрĕç.

Ытти ял тăрăхĕсем те курава кĕрхи çимĕçсене чылай тăратнă. Шкул ачисем те кĕр мăнтăрне ырласа ал ĕçĕсем туса ăсталанă.

Пĕтĕмĕшле илсен, "Ылтăн кĕркунне – 2009" курав ăнăçлă иртрĕ. Куракансем хресчен ĕçне курса савăнчĕç, хак пачĕç. Район пуçлăхĕ А.И.Криков кашнин ĕçĕпе туллин паллашрĕ. Чи пултаруллисем, паллах, премие тивĕçрĕç.

 

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429052, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Питеркино
Телефон: 8(83551) 2-19-84
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика