Питеркинское сельское поселение Красночетайского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Республикăри чемпионатра – виççĕмĕш

21 октября 2009 г.

Чăваш Республикин Президенчĕн Кубокне çĕнсе илессишĕн пыракан шкул ачисен XII Спартакиадинче районти футболистсем ăнăçу хыççăн ăнăçу турĕç. Вĕсем Етĕрне, Элĕк, Пăрачкав, Çĕмĕрле, Красноармейски, Канаш районĕсенчи командăсемпе ăмăртса финала тухма пултарчĕç. Хĕрлĕ Чутай, Мăн Этмен, Питĕркасси, Çĕн Атикасси, Атнар шкулĕсенчи сăран мечĕк ăстисем (тренерĕсем В.Герасимов, Ю.Шалтайкин, М.Никитин) ăмăртусенче темиçе хут та палăрчĕç. Çивĕч те интереслĕ кĕрешÿре çухату та тÿсрĕç.

Акă, октябрĕн 18-мĕшĕнче Шупашкарти «Олимпийский» стадионра иртнĕ финалти вăйăра хĕрлĕчутайсем канашсемпе тĕл пулса 6 : 4 шутпа çĕнтерчĕç, республикăри хула-районсен командисем хушшинче тивĕçлипех виççĕмĕш вырăн çĕнсе илчĕç. Юлашки 20-30 çул хушшинче çамрăк футболистсем кун пек çитĕнÿ пĕрре те туман. Çĕнтерÿçĕсене ЧР Вĕрентÿ министерстви Хисеп грамотипе тата бронза медальпе наградăланă.

Чемпионсене ятран асăнни вырăнлăрах пулĕ: Иванпа Юрий Ефимовсем, А.Богатнаев, Д.Ангусеев, Е.Медведев, Е.Борисов, Е.Яковлев, Е.Марченко, С.Волков (Хĕрлĕ Чутай), С.Филиппов, А.Сидоров, Н.Пандюхин, В.Тверсков, Владиславпа Денис Граченовсем (Мăн Этмен), А.Элеменкин, Д.Кораков, А.Гусельщиков, Ю.Филиппов (Питĕркасси), А.Ионов (Çĕн Атикасси), Д.Трофимов (Атнар).

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429052, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Питеркино
Телефон: 8(83551) 2-19-84
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика