Питеркинское сельское поселение Красночетайского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăхăтра пулăшу парать

10 октября 2009 г.

Питĕркассинчи фельдшерпа акушер пунктне тĕпрен юсаса çĕнетнĕ хыççăн халăх кунта ытларах çÿреме пуçларĕ темелле. Мĕншĕн тесен илемлĕ те хăтлă çуртра сипленме условисем лайăхланчĕç, кĕрсе тухма кăмăллă. Кунта ĕçлекен Галина Сергеевна Сятрайкина фельдшер вара Кÿпеш, Хурапыр, Вишенер, Питĕркасси ялĕсенчи чирлисен сывлăхне тĕрĕслеме, пĕрремĕш пулăшу пама яланах хатĕр. Пĕрисем сиплев пунктне пуç ыратнипе килеççĕ, теприсем юн пусăмне тĕрĕслеттереççĕ, укол тутарма та кунтах çул тытаççĕ. Районти хирург е ытти специалистсен тĕрĕслевĕ кирлĕ пулсан, фельдшер пациентсене больницăна тухтăр патне кайма сĕнÿ парать.

Галина Сергеевна пыракан çынпа кăмăллă, вашават калаçать. Çапла пулмалла та ĕнтĕ медицина ĕçченĕн. Вăл хăйĕн тивĕçне чун хушнă пек, профессиллĕ туйăмпа пурнăçлать. Фельдшер пунктне пыракан çын яланах тулли кăмăлпа тухса каять.

Г.С.Сятрайкина Питĕркассинчи фельдшерпа акушер пунктĕнче 1976 çултанпа ĕçлет. Хăй те Кÿпеш ялĕнче çуралса ÿснĕскер, таврара пурăнакансене лайăх пĕлсе тăрать, участокри чирлисем хăйсене мĕнле туйнине те пĕрре пăхсах курать. Йывăртарах чирлисем патне килĕсене çитме тăрăшать.

Сăмах май, Г.С.Сятрайкина ача чухне медицина ĕçченĕ пулма ĕмĕтленнĕ. Амăшĕ те хистенĕ паллах. Унăн амăшĕ çамрăк чухне медицина сестри пулма вĕренме кĕнĕ пулнă. Анчах çемьери лару-тăрăва пула хĕрарăмăн ĕмĕчĕ татăлнă. Хăйĕн ачисене вĕрентсе кăларса вĕсем халăх сывлăхĕшĕн тăрăшакансем пулччăр тесе шутланă. Çапла пулнă та. Галина Сергеевна Хĕрлĕ Чутайри вăтам шкула пĕтерсен Канашри медучилищĕне вĕренме кĕнĕ. 1976 çулта дипломлă хĕр тăван тăрăха таврăннă, Питĕркассинчи фельдшерпа акушер пунктĕнче ĕçе пуçăннă. Паянхи кунччен те çак ĕçре тимлет. Мăшăрĕ те, Юлиан Георгиевич, медицина ĕçченĕ. Галина Сергеевнан пиччĕшĕ, Гена, тухтăр профессине алла илнĕ пулнă. Шел те, вăл вăхăтсăр çĕре кĕнĕ.

Хăй ĕçĕнче пуян опыт пухнă медсестра тухса çÿремен ватăсемшĕн, тăруках чирлесе ÿкнĕ çынсемшĕн чăннипех те çăлăнăç. Галина Сергеевна вĕсене эмелпе те, ăш сăмахпа та сиплет. Çын асапне чунтан ăнланакан хĕрарăм пурне те вăхăтра пулăшу пама тăрăшать.

Питĕркасси ял тăрăхĕнче пурăнакансем Г.С.Сятрайкина фельдшер ĕçĕпе кăмăллă. "Вăл кашни пациентшăн чунне пама хатĕр", – теççĕ.

 

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429052, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Питеркино
Телефон: 8(83551) 2-19-84
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика