Питеркинское сельское поселение Красночетайского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Паянхи пурнăç çыннисем

26 сентября 2009 г.

Хурапыр ялĕ илемлĕ вырăнта ларать. Кăнтăр енчен ăна хура вăрман хупăрлать. Çурçĕр енче çу кунĕсенче тыр-пул кашласа ÿсет. Яла асфальт çул пырать. Килсенче çут çанталăк газĕ çунать. Ку лайăх-ха. Анчах чи пахи – кунта кăмăлĕпе ырă, ĕçчен те пултаруллă çынсем пурăнни.

Ялта Дадюковсем йышлă, вĕсем хушшинче çамрăксем те, аслăрах çулхисем те пур. Акă, Александр Абрамович кил-йышĕ тăван ялта тарăн тымар янине палăртмасăр иртме çук. Кил хуçи Хĕрлĕ Чутайри пушар чаçĕн караул начальникĕнче тăрăшать. Унăн ĕçĕ канăçсăр. Апла пулин те хăйĕн кун-çулне вут-çулăма хирĕç кĕрешмелли профессипе çыхăнтарнăшăн пĕртте ÿкĕнмест. Вăл кулленех службăри салтак пек туять. Сăлтавĕ те пур. Пушар-мĕн сиксе тухассине никам та кĕтсе лармасть. Вут-çулăм алхасма тытăнсан вара мĕн чухлĕ пурлăх пĕтет, çын вилес хăрушлăх та пулма пултарать. Çавăнпа Александр Абрамович ытти юлташĕсемпе пĕрле яланах сыхă тăрать. Вĕсем 10-шар çул ĕçленĕ май ку таранччен мĕн чухлĕ пушар сÿнтермен пулĕ.

Дадюковăн мăшăрĕ, Юлия Ивановна, ял хуçалăх специалисчĕ. Халĕ вăл тивĕçлĕ канура. Ас тăватăп-ха, иртнĕ ĕмĕрĕн 90-мĕш çулĕсен вĕçĕнче Александр Абрамовичăн ашшĕ сунар ĕçне йĕркелесе пыратчĕ. Çут çанталăка хытă юрататчĕ, браконьерсене хирĕç хытă кĕрешетчĕ. Шел, ĕмĕрĕ кĕске пулчĕ унăн. Мăшăрĕ халĕ те пурăнать-ха. 30-мĕш çулсенчех вăл малтанхи трактористкăсенчен пĕри пулнă.

– Ун чухнехи йывăр вăхăт халĕ те пуçран тухмасть, – тет Мария Ивановна. – Сиввине, йĕпине уяса тăман – ĕçленĕ, тыр-пул акса ÿстернĕ. Алă усса ларнипе мĕн пулать; Ĕç – пурнăç тыткăчи, вăл пире пурнăç парать, тăрантарать, тумлантарать...

Дадюковсен çемйи пысăк хуçалăх тытать, тулăх пурăнать. Çĕнĕ пÿртри пÿлĕмсене паянхи сĕтел-пукан вырнаçтарнă. Йăла техники хăш-пĕр ĕçсене çăмăллатать. Çут çанталăк газĕпе усă кураççĕ, вĕри шыв пур.

– Эпир мăшăрланса çемье çавăрнăранпа 35 çул çитрĕ, – каласа параççĕ Дадюковсем. – Пĕр-пĕрне юратса тата килĕштерсе пурăнатпăр. Икĕ хĕр çуратса пăхса ÿстертĕмĕр. Асли, Татьяна, Шупашкарта хăйĕн çемйипе пурăнать. Кĕçĕнни, Марина, Раççей Федерацийĕн Пенси фончĕн управленийĕн районти филиалĕнче ĕçлет. Кĕрÿÿ, Юрий, район администрацийĕн финанс пайĕнче вăй хурать. Çамрăк çемьен Евгения хĕрĕ пур, вăл ача садне çÿрет.

Александр Абрамовичăн аллисем чăннипех те ылтăн. Вăл мĕн пур ĕçе пултарать. Кÿршĕ-аршă унран час-часах пулăшу ыйтать: "Санек, мунча чÿречи çĕмĕрĕлчĕ. Кантăкĕ пур, касса-лартса параймăн-ши;" Кил хуçи турткаланса тăмасть, кулса илет те кирлĕ инструментсемпе кÿрше васкать. Тавтапуç тенине тăтăшах илтет вăл çынсенчен. Ялти çыншăн çакăнтан хакли мĕн пур-ха;

Юлия Ивановна вара чечек ÿстерме ăста.

– Эпĕ кил-çурта, анкартине, картишне илемлетме юрататăп, – тет вăл. – Алтнă пĕвери пулăсем чăмпăлтатни, çыран хĕрринчи хăмăш шавĕ, тÿлек те капăр вырăн манăн чун-чĕрене çĕклентерет, ытларах ĕçлес, пурăнас килет.

Чăнах та, Дадюковсем ял пурнăçне кăмăллаççĕ. Вĕсем хăйсен пахчинчи пыл хурчĕсем пек тăрăшса ĕçлеççĕ. Çав вăхăтрах общество ĕçĕнчен те аякра юлмаççĕ. Акă, Хурапыр ял уявне ирттерес ĕçе çуллен активлă хутшăнаççĕ. Питĕркасси ял тăрăхĕн администрацийĕ вĕсен ĕçне пысăка хурса хакланă, кăçал иккĕшне те Хисеп грамотипе наградăланă.

...Дадюковсен кил-йышне ял çыннисем чăннипех хисеплеççĕ. Вĕсем тăван çĕре, хресчен ĕçне юратаççĕ, хăйсен аллипе тулăх пурнăç тăваççĕ. Малашне те Юлия Ивановнапа Александр Абрамовичшăн ăнăçлă та телейлĕ кунсем пулччăр.

 

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429052, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Питеркино
Телефон: 8(83551) 2-19-84
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика