Питеркинское сельское поселение Красночетайского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Халăхшăн тăрăшса

29 августа 2009 г.

Питĕркассинчи фельдшерпа акушер пунктне тĕпрен юсаса çĕнетни çинчен хаçатра пĕлтернĕччĕ ĕнтĕ. Августăн 28-мĕшĕнче ăна савăнăçлă лару-тăрура уçрĕç. Унта район пуçлăхĕ А.Криков, тĕп больница ертÿçисемпе пĕрлех ытти ялсенчи фельдшерпа акушер пункчĕсен заведующийĕсем, ял халăхĕ хутшăнчĕ.

Савăнăçлă митинга Питĕркасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Анатолий Дмитриев уçрĕ.

– Фельдшерпа акушер пункчĕн сăнĕ юсав хыççăн шалтан та, тул енчен те тĕпрен улшăнчĕ, – терĕ вăл. – Ку, паллах, пурне те савăнтарать. Анчах паян çакна та палăртса хăвармалла. Юсав ĕçĕсене тума укçа-тенкĕ тупас тĕлĕшпе йывăрлăхсем сахал мар пулчĕç. Йывăрлăхсене çĕнтертĕмĕр теме пулать. Фельдшер пунктне çĕнетме пулăшнăшăн район пуçлăхне Александр Иванович Крикова тата район Пухăвĕн депутатне Николай Семенович Артемьева тав тăватпăр.

Район пуçлăхĕ Александр Криков çапла каларĕ:

– Фельдшерпа акушер пунктне çĕнетес ыйтупа унăн заведующийĕ Галина Сергеевна Сятрайкинапа ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Анатолий Тимофеевич Дмитриев ман патра темиçе хут та пулчĕç. Вĕсен ыйтăвне татса пама май килчĕ. Сăмах май, кашни ял тăрăхĕнчех çакăн пек сывлăх сыхлавĕн учрежденийĕ пулмалла. Акă, Тралькассинче пĕтĕмĕшле врач практикин офисне турăмăр. Мăн Этменте те фельдшер пунктне çĕнететпĕр. Пĕтĕмĕшле илсен, "Сывлăх" наци проекчĕ пирĕн район территорийĕнче япăх мар пурнăçа кĕрсе пырать.

Районти больницăн тĕп врачĕн çумĕ Людмила Кчеткова хăйĕн сăмахĕнче çакна палăртрĕ: "Чăнах та, çакăн пек илемлĕ те хăтлă çуртăн алăкĕсем уçăлни ял çыннисемшĕн пысăк событи. Кунта Кÿпеш, Хурапыр, Вишенер тата Питĕркасси халăхĕ çÿрет. Ытларах ватă çынсем сипленме килеççĕ. Ку таранччен Галина Сятрайкина фельдшерица кăтартăвĕсем япăх пулман. Малашне тата лайăхланасса шанас килет. Район администрацине, ял тăрăхне, строительсене пысăк тав. Пур çĕрте те çакăнти пек фельдшер пункчĕ пулни халăх сывлăхĕн хуралĕнче сыхăрах тăма пулăшĕ.

Савăнăçлă самант. А.Криков, Л.Кчеткова тата А.Дмитриев хĕрлĕ хăйăва касаççĕ те фельдшер пункчĕн алăкĕсем яриех уçăлаççĕ. Пухăннисем шалти ĕç пÿлĕмĕсемпе, оборудованипе паллашрĕç. Кунта фельдшер, акушер, процедура пÿлĕмĕсем пур. Стерилизаци пÿлĕмне те йĕркеленĕ.

Фельдшерпа акушер пунктне тĕпрен юсаса çĕнетни – халăхшăн тăрăшни. Район пуçлăхĕ А.Криков каланă тăрăх, кунта асфальт сарса хытарнă çул çитермелле.

 

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429052, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Питеркино
Телефон: 8(83551) 2-19-84
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика