Питеркинское сельское поселение Красночетайского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ик çĕр ытла спортсмен хутшăннă

12 августа 2009 г.

Августăн 7-мĕшĕнче Физкультурник кунне халалласа Питĕркасси ял тăрăхĕнчи "Спартак" стадионра Спорт уявĕ иртнĕ. Палăртса хăвармалла, Физкультурник кунне кăçалхипе 70-мĕш хут паллă тунă.

Асăннă мероприятие спортпа туслă Штанаш, Кив Атикасси, Мăн Этмен, Хĕрлĕ Чутай, Ачкасси тата Питĕркасси ял тăрăхĕсенчи çынсем хутшăннă. Спорта кăмăллакан 200 ытла çын тĕрлĕ енпе хăйсен вăйĕсене виçнĕ. Акă, перессипе А.Тимкина (Хĕрлĕ Чутай), И.Сатлайкин (Штанаш), А.Кузьмин (Урикасси, Штанаш ял тăрăхĕ) палăрнă. Кире пуканне йăтассипе малти вырăнсене З.Прокопьева (Штанаш) тата Н.Борисов (Енкĕлт) йышăннă. 100 метрлă спринтер чупăвĕнче Э.Дадюков (Хĕрлĕ Чутай) тата М. Егорова (Штанаш) чи хăвăртраххисем пулнă. 4х100м эстафетăра хĕрсен ушкăнĕнче пĕрремĕш вырăна штанашсем çĕнсе илнĕ, арçынсенчен хĕрлĕчутайсем палăрнă. Канат туртассипе Хĕрлĕ Чутай командине çитекенни пулман. Волейбол вăййисенче арçынсем тата хĕрарăмсем хушшинче те Штанаш ял тăрăхĕн ушкăнĕсем çĕнтернĕ. Футбол матчĕнче Хĕрлĕ Чутай тата Питĕркасси ял тăрăхĕсен ачасемпе çамрăксен ушкăнĕсем тĕл пулнă, пенальти тапса ветерансен асăну Кубокне питĕркассисем çĕнсе илнĕ. Мини-футбол турнирĕнче хĕрлĕчутайсем палăрнă. Çавăн пекех уявра 2009 çулхи район чемпионĕ ята тивĕçнĕ "Тайфун" (Уйпуç, Çĕн Ирчемес) футбол командине чысланине палăртмалла.

Хăтлă та таса "Спартак" стадионра спорт уявĕ мĕн каçченех тăсăлнă.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429052, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Питеркино
Телефон: 8(83551) 2-19-84
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика