Питеркинское сельское поселение Красночетайского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Район пуçлăхĕ Сирĕн ыйтăвăрсем çине панă хуравсем

08 июля 2009 г.

– Раççей Президенчĕ иккĕмĕш, виççĕмĕш... ача çуратнă çемьесене амăшĕн капиталĕ пама йышăнчĕ. Çавна май районта та пепке çураласси ÿсрĕ. Анчах та тĕпренчĕксене вырăн çуккипе ача садне вырнаçтараймасăр хăшкăлаççĕ. Ку енĕпе лару-тăру хăçан лайăхланĕ-ши;

– Çапла, шкул çулне çитмен ачасене ача садне вырнаçтарас ыйту çивĕч тăрать. Ку тĕлĕшпе эпир тĕллевлĕ ĕçлетпĕр. Акă, Атнарта хушма ушкăн уçма палăртнă, пурĕ ку ача садĕнче шкул çулне çитменнисен 3 ушкăн пулать. Çавăн пекех Питĕркассинче 50 вырăнлăх ача сачĕ çĕнĕрен çĕклесшĕн. Хальхи тапхăрта проект тăвассипе тимлеççĕ. Çĕнĕ ача садĕнче физкультура, музыка залĕсем, бассейн... пулĕ.

– Район больницинче кашни эрне кун тухтăрсем пилĕк минутлăха пухăнаççĕ. Сакăр сехет тĕлне сиплев учрежденине килнĕ çынсем вĕсене кĕтсе ывăнаççĕ. Пилĕк минутлăха урăх вăхăтра йĕркелеме пулмасть-ши;

– Çынсен пăшăрханăвĕпе килĕшмесĕр тăма çук. Паллах, больницăн чи малтанах кун йĕркине ылмаштармалла, тухтăрсем пилĕк минутлăха пуçтарăннă пулсан, вăхăта икĕ сехете тăсса ямалла мар.

Çакна та палăртмалла, райбольницăна юсаса çĕнетме йышăннă. Кирлĕ килĕшÿсем тунă ĕнтĕ, халĕ проект тăвас тапхăр пырать. Сăмах май, çак проекта пурнăçа кĕртме 2 млн та 800 пин тенкĕ кирлĕ. Тепĕр çул больницăра юсав ĕçĕсем пуçланĕç. Поликлиника калăпăшĕпе пысăкланĕ, шăл тухтăрĕсен пÿлĕмĕсене урăх вырăна куçарса ача-пăча консультацине те тăсма шутлатпăр. Кунсăр пуçне хĕрарăмсен консультацине те хăтлăрах тума палăртатпăр. Пĕр сăмахпа каласан, больница çĕнелсе улшăнĕ.

– Районта тĕрлĕ отрасльте тăрăшакан мал ĕмĕтлĕ, пултаруллă çамрăксене район пуçлăхĕн премийĕпе чысласси йăлана кĕнĕччĕ. Анчах темшĕн-çке ку йăла пăрахăçланчĕ.

– Раççей çамрăкĕсен кунĕнче яш-кĕрĕме халалласа Спартакиада çеç йĕркелени çителĕксĕр паллах. Ку ыйтăва тимлĕхе илĕпĕр. Пултаруллă çамрăксене хавхалантарма тăрăшатпăрах.

– Мĕншĕн хваттерсене уйрăм хутса ăшăтма ирĕк памаççĕ;

– Манран чару çук. Эпĕ хваттерсене уйрăм хутса ăшăтмалли тытăма ырлатăп çеç. Анчах та çакна тума "Чувашрегионгаз" ирĕк памасть. Ку ыйтупа эпир ĕçлетпĕр.

– Районта Чăваш Республикин Президенчĕн "Шкул автобусĕ" программа ĕçлет, çак тĕллевпех Пантьăк ялĕнче автобус çаврăнмалли вырăн та пур. Анчах та çил-тăманлă, çумăрлă кунсенче ачасем уйра шăнса тăраççĕ. Мĕншĕн Мăн Этмен шкулĕн автобусĕ яла кĕмест;

– Çулсеренех вĕренÿ çулĕ пуçланиччен шкул автобусĕсен çÿремелли графика алă пусса çирĕплететĕп. Ку енĕпе çитменлĕх пулнă пулсан, ăна тÿрлетĕпĕр. Çирĕплетсех калатăп, кăçалхи вĕренÿ çулĕнчен шкул автобусĕ Пантьăкри çаврăнмалли вырăнтан вĕренекенсене турттарĕ.

– Çĕр пайĕсене харпăрлăха илесси республикăри ытти районсенче вĕçленсе пырать. Пирĕн районта ку енĕпе мĕнле ĕçсем пыраççĕ;

– Ку енĕпе пирĕн мухтанмалли çук. Район администрацийĕ халăха çĕр пайĕсене харпăрлăха илме пулăшас тесе чылай мероприяти ирттерет, анчах та ку енĕпе ял тăрăхĕсем тивĕçлĕ ĕçлеменни ура хурать. Паянхи кун çĕр тавра Хĕрлĕ Чутай, Питĕркасси, Пантьăк ял тăрăхĕсенче ĕçсем пыраççĕ, Атнар тата Тралькасси тăрăхĕсенче ку ĕçе пачах пуçăнман та.

Çитес вăхăтра çĕр пайĕсене харпăрлăха илес ĕç анлă сарăласса шанас килет.

– Малтанхи çулсенче районта кирпĕч завочĕ ĕçлетчĕ. Паянхи кун районта кирпĕч завочĕ уçăласси пирки сас-хура çÿрет. Чăнах та, кирпĕч завочĕн пуласлăхĕ пур-и;

– Кирпĕч завочĕн никĕсне хывмасăр сăмах пуçармастăп тесе шутланăччĕ. Пуçларăмăр пулсан, кĕскен çапла калатăп: кирпĕч завочĕ тăвасси пирки ĕçлетпĕр.

– Кив Атикасси ял тăрăхĕн пуçлăхĕ Н.И.Матвеев Анат Çĕрпÿкасси ялне таса шыв çитерме укçа пуçтарчĕ, анчах та нумай вăхăт иртмерĕ, укçана пире каялла тавăрса пачĕ – шыв пулмасть терĕ. Тĕрĕсех-ши çакă;

– Кун пирки эпĕ илтмен те, укçа пуçтарма та никама хушман. Шыв пулать. Ку ĕçе эпир сирĕн ялта 2011 çулта пурнăçлама палăртнă.

– Шупашкар хулинче кашни çурт умĕнче автомашинăсем валли ятарлă вырăнсем пур, кун пекки Чутайра хăçан та пулин пулать-ши;

– Асăрхатпăр ĕнтĕ, юлашки çулсенче автомашинăпа çÿрекенсем кунран-кун йышланса пыраççĕ, малтанхи çулсенче кун пирки чăрмав пулман, шухăшламан та. Вăхăт малалла шăвать, пурнăç йĕрки çĕнĕлле ĕçлеме, пурăнма ыйтать. Паллах, малашне район центрĕнчи çуртсем умĕнче машинăсем валли ятарлă лаптăк уйăрасси пирки ĕçлетпĕр.

– Район центрĕнчи 53,55-мĕш çуртсен умĕнче çутă çук. Инкек пулсан кая юлатпăр...

– Çитес вăхăтра кунта йĕрке кĕртетпĕр.

– Шкултан вĕренсе тухнă çамрăксене аслă вĕренÿ заведенийĕсене вĕренме кĕме мĕнле те пулин пулăшу паратăр-и; Ял хуçалăх академине вĕренме кĕрес тесен район администрацийĕнчен направлени илме пулать-ши;

– Пулать. Район администрацийĕ кашни çулах Чăваш патшалăх ял хуçалăх академийĕпе, Чăваш патшалăх педагогика университечĕпе тата Чăваш патшалăх университечĕпе килĕшÿ тăвать. Çак килĕшÿпе районти çамрăксен аслă вĕренÿ заведенине вĕренме кĕме çăмăллăх пулĕ. Кăçал та эпир чылай çамрăка аслă вĕренÿ заведенийĕсене вĕренме кĕме направлени патăмăр, ку ĕç пирĕн январь уйăхĕнчех пуçланчĕ. Направлени илме кăмăл тăвакансене эпир халиччен хирĕç тăман.

– Хĕрлĕ Чутай салинчи хоккей коробкине Питĕркасси стадионне леçме палăртни чăнах-ши; Ку мĕнле сăлтавпа;

– Кăçаллăха вăл хăй вырăнĕнчех ларĕ. Енчен те малалла та кунта ачасем хоккейла вылямасан, ăçта ытларах хоккейла выляма кăмăллаççĕ, çавăнта унăн вырăнĕ пулĕ.

– 2005 çулта район пуçлăхне суйланă вăхăта аса илер-ха. Ун чухнехи суйлав программинче район аталанăвĕн тĕлĕшпе палăртнă тĕллевсене пурнăçланă-и;

– Тĕрлĕ сăлтавсене пула пурне те пурнăçлама май килмерĕ. Анчах та ĕçе вĕçне çитерме тăрăшатпăр.

– Тепĕр çул суйлав. Хăвăрăн кандидатурăна тăрататăр-и;

– Суйлав... Эпĕ, чăннипе каласан, кун пирки шутламан, тивĕçлĕ йышăну та туман. Суйлав пирки калас пулсан çакна палăртмалла: çитес çул район Пухăвĕн депутачĕсене çеç суйлаççĕ. Район пуçлăхне вара район Пухăвĕн депутачĕсенчен суйлаççĕ, администраци пуçлăхне депутатсен Пухăвĕпе çирĕплетеççĕ. Ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсен вара суйлав малтанхи йăла-йĕркепех иртĕ.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429052, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Питеркино
Телефон: 8(83551) 2-19-84
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика