Питеркинское сельское поселение Красночетайского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăхăта усăллă иртереççĕ

20 июня 2009 г.

Питĕркассинчи пĕтĕмĕшле пĕлÿ паракан вăтам шкулта кашни çулах ĕçпе кану лагерĕ ĕçлет. Кăçал та вăл июнĕн 2-мĕшĕнче уçăлчĕ. «Эколандия» лагерьте пурĕ 50 ача канса вăй пухать. Вĕсем кунта 18 кун хушши пулаççĕ. Унта çÿрекенсенчен 2 отряд йĕркеленĕ: «Шыв хумĕ» тата «Çутă».

Л.Н.Гаврилова лагерь начальникĕ тата Л.Н.Ермолаева, А.А.Куропаткина, М.В.Парфенова, Т.М.Тимкина педагог-воспитательсем ачасене çуллахи каникулта тивĕçлĕ канма условисем туса парас, вĕсен сывлăхне çирĕплетес тесе ятарлă программăпа ĕçлеççĕ. Икĕ отрядăн та эмблема, девиз, юрă, ятарлă форма пур.

Çуллахи ĕçпе кану лагерьне çÿрекенсем кун йĕркине çирĕп пăхăнаççĕ. Шкул столовăйĕнче ачасене 2 хутчен вĕри апат çитереççĕ. Н.В.Митрофановапа З.А.Быкова поварсем кунран-кун тутлăрах та техĕмлĕрех апатпа ачасене тăрантараççĕ.

Питĕркасси шкулĕ 0,6 гектар çĕрпе усă курать (участок заведующийĕ Л.Н.Ермолаева). Ачасем пахча çимĕç участокĕсене çум курăкран тасатаççĕ, çĕре кăпкалатаççĕ, шăвараççĕ, чечек клумбисене йĕркене кĕртеççĕ. Чечек клумбисем пирки уйрăм сăмах калас килет. Воспитательсем ертсе пынипе вĕсене илемлетес енĕпе тĕрлĕ проектсем пăхса тухрĕç, «Дизайн интерьер-клуб» йĕркелерĕç. Малашне çак проектсене пурнăçа кĕртес енĕпе ĕçлеççĕ.

Кăçал ачасем шкул пахчине çĕр улми, купăста, кишĕр, хĕрлĕ кăшман, помидор тата ытти пахча çимĕçе лартса хăварчĕç.

«Эколандия» лагерьте канакансем сывлăха çирĕплетнисĕр пуçне ĕç хыççăн тĕрлĕ мероприятисене хутшăнаççĕ. Нумай пулмасть вĕренекенсем çут çанталăк темипе çыхăннă мероприятисене хутшăнчĕç. Кунта Е.Артемьева, М.Михопаров, Т.Митрофанова, Н.Мидушкина, К.Фадеева, А.Михуткина, Ю.Вазин, О.Михуткина, Н.Краснов, Л.Ермолаева, Е.Чеблукова, Е.Герасимова, А.Моложин, Н.Мидушкин пултаруллисен шутĕнче пулчĕç. Унтан «Тăван çĕршыв» ятлă пысăк курав иртрĕ. Ăна паллă вырăс писателĕ А.С.Пушкин çуралнăранпа 210 çул тултарнине халалланă. Поэтăн произведенийĕсем тăрăх пуян содержаниллĕ ÿкерчĕксен курав-конкурсне йĕркелерĕç.

Лагерьте канакан ачасем спорт вăййисене питĕ килĕштереççĕ. Вĕсем тĕрлĕ ăмăртусене хутшăнса вăй виçеççĕ.

Пушă самантсенче ачасем пĕрле пухăнса кĕнеке вулаççĕ, телевизорпа тĕрлĕ передачăсем пăхаççĕ, хăйсене пăшăрхантаракан ыйтусене сÿтсе яваççĕ. Вĕренекенсемпе наркомани çинчен калаçу ирттертĕмĕр.

Ачасем, хуçалăх енĕпе ĕçлекен директор çумĕ А.Н.Ермолаев ертсе пынипе, шкул территорине тасалăх кÿрес тесе чылай вăй хураççĕ. Çав хушăрах сиплĕ курăк пуçтарас ĕçе хутшăнаççĕ. Укçине вара шкула илем кÿрес çĕре ярас шутлă.

Ĕçпе кану лагерьне çÿрекенсем вăхăта усăллă ирттереççĕ.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429052, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Питеркино
Телефон: 8(83551) 2-19-84
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика