Питеркинское сельское поселение Красночетайского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Спортра вăйлисем çĕнтереççĕ

21 января 2009 г.

Иртнĕ эрне спорт мероприятийĕсемпе пуян пулчĕ. Акă, шахматистсен турнирĕ иртрĕ. Ку енĕпе малти вырăнсене атнарсем çĕнсе илчĕç. Уйрăмах А.Хораськин, И.Петров, Н.Кагайкин маттуртарах пулчĕç.

Волейболла выляса мала тухассишĕн ăмăрту пырать. Хальлĕхе пĕрремĕш вырăна «Фемида» (йĕрке хуралçисем) çирĕп тытса пырать, иккĕмĕш – «Динамо» (шалти ĕçсен пайĕ), виççĕмĕш – «Юность» (спорт шкулĕ).

Мини-футболла выляссипе кĕрешÿ çивĕч пырать. Хальлĕхе юр çинче мечĕкле выляссипе «Спартак» (Питĕркасси ял тăрăхĕ) команда ăнăçу тăвать. Иккĕмĕш вырăнта «Динамо», виççĕмĕш – «Спартак-2» (Питĕркасси шкулĕ).

Çавăн пекех районти пĕрлештернĕ команда футболла выляссипе республикăри чемпионатра ÿсĕм тăвать. Пĕтĕмлетÿсем тăрăх, пирĕн футболистсем финалти ушкăна кĕнĕ

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429052, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Питеркино
Телефон: 8(83551) 2-19-84
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика