Питеркинское сельское поселение Красночетайского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Йĕлтĕрçĕсем хĕллехи сезона уçрĕç

21 января 2009 г.

Йĕлтĕрçĕсем тинех шур юр кĕтсе илчĕç. Çавна май Хĕрлĕ Чутай, Çĕн Атикасси, Штанаш, Питĕркасси шкулĕсенчи спортсменсем йĕлтĕр сырса районти тĕп стадиона пуçтарăнчĕç. Темле сăлтавпа ытти шкулсем ăмăртăва хутшăнман.

Чи малтанах кĕçĕн ушкăнри хĕр ачасем, 12 çултан кĕçĕнреххисем, старта тухрĕç. Вĕсем 650 метра парăнтарассипе кĕрешрĕç. Малти вырăнсене И.Сатлайкина (Штанаш), Е.Эзенкина (Питĕркасси), А.Петрова (Хĕрлĕ Чутай) йышăнчĕç. Арçын ачасен ушкăнĕнче К.Савельев, А.Дадюков (Хĕрлĕ Чутай), Д.Моряков (Питĕркасси) палăрчĕç.

13-14 çулхисен тупăшăвĕнче хĕр ачасенчен К. Ефимова (Çĕн Атикасси) пултаруллă пулчĕ. Ун хыççăн Н.Шорниковапа (Хĕрлĕ Чутай) Н.Софронова (Штанаш) финиша çитрĕç. Арçын ачасенчен М.Ефремов (Хĕрлĕ Чутай) пурне те хыçа хăварса пĕрремĕш вырăн çĕнсе илчĕ. Ю.Вазинпа (Питĕркасси) Е.Алексеев (Çĕн Атикасси) иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене пайларĕç.

15-16 çулхисем хушшинчи кĕрешÿ çивĕч иртрĕ. Ку ушкăнра тупăшакансен йышĕ те пысăк пулчĕ. Хĕр ачасенчен чи пултаруллисене Н.Кирилловапа (Питĕркасси) Е.Пигильдинана (Хĕрлĕ Чутай), А.Щербакована (Çĕн Атикасси) асăнмалла. Арçын ачасенчен Э.Дадюкова (Хĕрлĕ Чутай) çитекенни пулмарĕ. Вăл 2600 метра питĕ лайăх кăтартупа вĕçлерĕ, çĕнтерÿçĕ пулчĕ. Иккĕмĕшпе виççĕмĕш вырăнсене Питĕркассинчи А.Фондеркинпа Д.Кораков тивĕçрĕç.

17-18 çулхи хĕрсенчен малтисем И.Гришанкинапа (Питĕркасси) О.Иванова (Çĕн Атикасси) пулчĕç. Каччăсен кĕрешĕвĕнче А.Горланов (Хĕрлĕ Чутай) хастар пулчĕ. Ун хыççăн дистанцие Е.Сидоровпа А.Нестеров (Çĕн Атикасси) вĕçлерĕç.

Аслă çулхисем те йĕлтĕр сырса старта тухма кăмăл турĕç. В.Романов (Хватукасси), В.Элеменкин, В.Дадюков, Л.Михуткина (спорт шкулĕн тренерĕсем) А.Дадюкова (райадминистраци), С.Петрейкина (Çĕн Атикасси шкулĕ) хĕллехи сезона уçассипе йĕркеленĕ спорт уявне хутшăнчĕç, сывлăха çирĕплетрĕç.

Çĕнтерÿçĕсене «Фемида» (йĕрке хуралçисен спорт команди) ушкăн спортсменĕсем пылак призсемпе чысларĕç.

Халĕ йĕлтĕрçĕсем январĕн 23-мĕшĕнче иртекен кроса хатĕрленеççĕ.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429052, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Питеркино
Телефон: 8(83551) 2-19-84
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика