27 декабря 2008 г.
Кăçал республикăра "Да будет свет!" ятпа фестиваль иртрĕ. Унăн пĕрремĕш тапхăрĕ районсенче пулчĕ. Çав вăхăтра урамсене, уйрăм хуçалăхсене, ялсене, ял тăрăхĕсен территорийĕсене çутăпа тивĕçтерес тата илемлетес тĕлĕшпе ĕçлерĕç.
Кăçалхи декабрĕн 25-мĕшĕнче Чăваш наци музейĕнче республикăри "Да будет свет!" фестиваль уçăлнă ятпа пресс-конференци иртрĕ. Унта хутшăннă журналистсене Чăваш Республикин Промышленноçпа энергетика министрĕ Юрий Волошин, Культура министрĕн пĕрремĕш çумĕ Виктор Бондарев, Шупашкар хула администрацийĕн культура управленийĕн начальникĕ Алла Салаева фестиваль программипе килĕшÿллĕн тĕп мероприятисем – Çĕнĕ çул тата Сурхури уявĕсене ирттересси çинчен каласа панă. Пресс-конференцие çавăн пекех Хĕрлĕ Чутай район пуçлăхĕн çумĕ Иван Хораськин, Çĕмĕрле хула пуçлăхĕ Алексей Зименков, Шупашкар хулин районсен пуçлăхĕсем Олег Бирюков тата Вениамин Петров хутшăннă.
Электроçутă фестивале хутшăнма нумай предприятисемпе организацисем кăмăл тунă. Çак тапхăрта республикăн тĕп хули – Шупашкар кăна мар, район центрĕсемпе ял тăрăхĕсем те çĕнелсе илемленни палăрчĕ. Çакă савăнтарать: муниципалитетсем хăйсем çутă фестивальне йĕркелеççĕ. Чи лайăх елкăна, çутăпа тивĕçтернĕ чи лайăх çурта тата ыттине те палăртас тĕлĕшпе ĕçлеççĕ.
Чăваш Республикинчи хуласемпе районсем хушшинче иртнĕ республикăри конкурсра Шупашкарпа пĕрлех Хĕрлĕ Чутай районĕпе Çĕмĕрле хули çĕнтернĕ. Çак муниципалитетсен ертÿçисем каланă тăрăх, вĕсене конкурса хатĕрленсе ирттерме çăмăлах пулман. Мĕншĕн тесен территоринче пысăк промышленность предприятийĕсем, организацисем çук. Апла пулин те фестиваль ăнăçлă иртнине палăртма кăмăллă.
Паллах, Шупашкар хули çак кунсенче çутă та илемлĕ курăнса ларнине туятăн. Çакăншăн тĕлĕнмелли çук. Акă, 32 организаци çутă композицийĕсен тата çутăпа дизайнер ĕçĕсен конкурсне хутшăнма заявка панă. Шупашкар хула администрацийĕ фестиваль маршрутне хатĕрленĕ. Паян вара çак объектсене кашни хăй куçĕпе курса экспозицисемпе хăйне евĕрлĕ йышăнусене хаклама пултарать.
Фестиваль декабрĕн 25-мĕшĕнче уçăлнă. Вăл январĕн 7-мĕшĕччен тăсăлать, "Сурхури каçĕн çути" уявпа вĕçленет.
Фестивале йĕркелекенсем çавăн пекех Чăваш Ен тĕп хулинче пăр балĕ, йĕлтĕрçĕсем факелсем йăтса утни ирттерме палăртнă. Çавăн пекех тĕрлĕ куравсем, концертсем, чи лайăх елка конкурсĕсем пулаççĕ.
Источник: "Пирěн пурнăç"