Питеркинское сельское поселение Красночетайского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вăхăтра учетран кăлармалла

06 декабря 2008 г.

Транспорт хатĕрне хăйсем çине регистрациленĕ граждансем транспорт налукне тÿлеме тивĕç. Налук виçине çав службăра ĕçлекенсем шутласа параççĕ.

Харпăр хăй автотранспорт тытнă, хальхи вăхăтра ăна сутнă е машина юрăхсăра тухнă пулсан та транспорт налукĕ тÿлемелли çинчен уведомлени килсен тĕлĕнме кирлĕ мар. Автотранспорт хатĕрне учетран кăларман пулсан транспорт налукне тÿлеме тиветех.

РФ Налук кодексĕ тăрăх транспорт налукне çулçÿрев хатĕрне регистрациленĕ мĕн пур сăпатсем тÿлеççĕ. Транспорт налукĕн йĕркисене пăхăнманнисене саккун тăрăх явап тыттараççĕ. Çавăнпа çул-йĕр çине тухма юрăхсăр автомашинăна вăхăта сая ямасăр ГИБДД уйрăмне кайса учетран кăлармалла. Транспорт хатĕрне учетран кăларас вăхăта саккунпа палăртман. Анчах та çÿреме юрăхсăр техникăшăн налук тÿлес килмесен ĕçе хăвăртлатмалла.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429052, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Питеркино
Телефон: 8(83551) 2-19-84
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика