Питеркинское сельское поселение Красночетайского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Воин-интернационалистсене асра тытса

15 ноября 2008 г.

Çак кунсенче районти культурăпа кану центрĕнче воин-интернационалистсене тата Призывник кунне халалласа патриотизмла юрăсен фестивалĕ иртрĕ.

Фестивале район пуçлăхĕн çумĕ, вĕрентÿ пайĕн начальникĕ Т.Н.Шереметьева, Етĕрнепе Хĕрлĕ Чутай районĕсен çар ĕç комиссарĕ А.С.Фокин уçрĕç, çамрăксене, пулас салтаксене çĕршыва юрăхлă çынсем пулса ÿсме ăнăçу сунчĕç.

Фестивале малалла конкурсантсем тăсрĕç. Чи кĕçĕннисен ушкăнĕнче пултарулăхпа Шулюри В.Кудряшов палăрчĕ. Кĕçĕннисенчен пĕрремĕш вырăна С.Фадеев (Питĕркасси) тивĕçрĕ. Вăтам ушкăнра А.Михопарова (Хĕрлĕ Чутай) çĕнтерчĕ. Аслисенчен О.Тимофеева (Хĕрлĕ Чутай) шăрантарнă юрăсем куракансен кăмăлне кайрĕç. Чи пысăк премие, гран-прие, А.Данилова тивĕçрĕ.

Юлашкинчен Етĕрнери «Память» ансамбль концертпа савăнтарчĕ.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429052, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Питеркино
Телефон: 8(83551) 2-19-84
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика