Питеркинское сельское поселение Красночетайского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ашшĕсем ача садне пулăшрĕç

16 августа 2008 г.

Ачалăх – чи савăк, чи илемлĕ вăхăт. Çавăнпа ача-сачĕн воспитателĕсем пĕчĕк шăпăрлансен кулленхи пурнăçне хаваслăрах, интереслĕрех тата усăллăрах ирттерме тăрăшаççĕ.

Акă, Питĕркасси вăтам шкулĕ çумĕнче йĕркеленнĕ “Светлячок” ача садĕнче тăрăшакан педагогсемпе вĕсене пулăшакансем те çитĕнекен ăрăва тивĕçлĕ воспитани парассишĕн тÿрĕ кăмăлпа ĕçлеççĕ.

Паянхи куна “Светлячок” ача садĕнче 20 ача шутланать. Кĕçĕн çулхи ачасем кунта хаваспах çÿреççĕ, ашшĕ-амăшĕсем те педагогсен ĕçĕпе кăмăллă.

Палăртас килет, кăçал республикăра Ырă ĕçсен çулталăкĕ тесе палăртрĕç. Çавна май кунти ача садне çÿрекенсен ашшĕ-амăшĕсем учреждени валли сахал мар ырă ĕç турĕç. Акă, нумай пулмасть, ачасен ашшĕсем – Николай Медведев, Федор Митрофанов, Петр Судаков, Владимир Моряков пĕрле пухăнса хăйсен чун тĕпренчĕкĕсемшĕн тăрăшса, ытти ачасене те уçă сывлăшра вăхăта интереслĕ, хаваслă ирттерме майсем туса парас тесе юмахри пек пĕчĕк çурт тата илемлĕ кĕпер ăсталарĕç. Халĕ, ача-пăча площадкинче çĕнĕ сооруженисем çĕкленнĕ хыççăн, шкул çулне çитмен шăпăрлансем ашшĕсен ĕçĕсемпе хăпартланса татах та савăнăçлăрах выляççĕ. Ырă ĕçе вĕсем те кураççĕ-туяççĕ-çке. Пĕчĕк ачасен площадкине йĕркене кĕртессипе Питĕркасси вăтам шкулĕн директорĕ А.М. Ейков та нумай тăрăшнине палăртас килет.

Ырă ĕçсен çулталăкĕнче ырăлăх мероприятийĕсем пулсах тăччăр.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429052, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Питеркино
Телефон: 8(83551) 2-19-84
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика