Питеркинское сельское поселение Красночетайского районаОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ
Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Социаллă йывăр çемьесене пулăшар

20 августа 2008 г.

Пурнăç... хÿри пăрнăç, теççĕ. Ку чăнах та çапла. Акă, ырă-сывă общество тĕрлĕ йăх-яхран хăтăласшăн тахçанах тăрăшать. Ĕçкĕçсемпе тĕрлĕ енлĕ кĕрешеççĕ. Ачисене йĕркеллĕ пăхманнисене ашшĕ-амăшĕн правинчен хăтараççĕ. Хулиганла ĕçсем тăвакансене саккун тăрăх çирĕп явап тыттараççĕ. Çакăн пек мерăсем йышăнни хăйĕн çимĕçне кăшт та пулин паратех.

Питĕркасси ял тăрăхĕнчи милицин участок уполномоченнăйĕ А.Тунейкин пĕлтернĕ тăрăх, кăçалхи çичĕ уйăхра çак тăрăхри тăватă ялта 4 преступлени тунă. Иртнĕ çулхи çак тапхăрта вунă преступление шута илнĕ. Кунта саккуна пăсакансене тупса палăртассине, профилактика ĕçне ирттерессине аван йĕркеленĕ. Çамрăксем çине уйрăмах пысăк тимлĕх уйăраççĕ. Ялсенчи çула çитмен виçĕ ачана учета илнĕ. Тăватă çын ĕçпе юсанмалли режимпа пурăнать. Участок уполномоченнăйĕ вĕсемпе тăтăшах курса калаçать, пурин ĕç-хĕлне, йăлари пурнăçне сăнаса-асăрхаса тăрать.

Августăн 14-мĕшĕнче, районти черетлĕ Профилактика кунĕнче, ял тăрăхĕнчи профилактика канашĕн членĕсемпе В.Ермолаевпа тата Т.Бродюковапа, ял Пухăвĕн депутачĕпе Н.Быковпа, ял тăрăхĕн пуçлăхĕпе А.Дмитриевпа, райадминистрацин ял хуçалăх пайĕн начальникĕпе Н.Коробковпа тата участок уполномоченнăйĕпе А.Тунейкинпа пĕрле социаллă йывăр çемьесене çитсе курас тĕллевпе çула тухрăмăр. Чи малтанах Кÿпешре пурăнакан Владимир Никитин хуçалăхĕпе паллашрăмăр. Ашшĕ-амăшĕ лартса хăварнă çурт-йĕр ку. Анчах ывăлĕ ăна йĕркене кĕртес, тирпей-илем кÿрес тĕлĕшпе урлă выртана тăрăх çавăрмасть. Картишне те, анкартине те вĕлтĕрен пуснă. Çĕр улми те лартса хăварман кăçал.

– Арăмĕпе иккĕшĕ те эрехпе туслă, – теççĕ ял çыннисем. – Çутти пурнăçа сÿнтерет çав...

Шел, В.Никитинпа калаçасси пулмарĕ. Вăл кил таврашĕнче курăнмарĕ. Çăраççи вырăнне пĕчĕк хулă татăкĕ чиксе хăварнă та таçта кайса çухалнă.

Нина Данилова виçĕ ача çуратма ĕлкĕрнĕ. Икĕ ачин амăшĕн правинчен хăтарнă ăна. Сăлтавĕ – ялан эрех ĕçсе пурăннинче. Унăн ачисене пăхма, тĕрĕс воспитани пама вăхăт çук. Ир тăрсан ялан мухмăрла, теççĕ çынсем. Пире чипер кăна хĕр пĕрчи алăк уçса кĕртрĕ. Унăн кукашшĕ, Нинăн ашшĕ ĕнтĕ, çывăратчĕ. Амăшĕ ăçта çÿренине ачи пĕлмест. “Ăна эпир ял администрацине чĕнетпĕр, – терĕ ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Дмитриев. – Йĕркене кĕрет-и вăл е çук;”

Георгий Судаков пурăннă çĕре те çитрĕмĕр. Мăшăрĕпе иккĕшне Чул хула облаçĕнчи милиционерсем тытса кайнă-мĕн. Мĕншĕн тесен вĕсем унта кĕтÿ пăхнă, пĕр пăрушне никамран ыйтмасăр такама парса янă. Халĕ хуçалăх дирекцийĕ иккĕшне те çамрăк выльăх хакне ĕçлеттерсе тÿлеттерет. Икĕ хĕр ачи вара кукамăшĕ патне тăтăшах çÿрет, лешĕ вĕсене пăхать, апат пĕçерсе çитерет.

Кун пек тĕслĕхсене татах илсе кăтартма пулать. Анчах кирлех-ши; Ăçта çырма, унта шуйттан теççĕ-çке. Çапла вара обществăн социаллă йывăр çемьесене пулăшмалла, кирлĕ пулсан ку енĕпе çирĕп мерăсем йышăнмалла. Çакна кăтартса пачĕ Профилактика кунĕ.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
429052, Чувашская Республика, Красночетайский район, д. Питеркино
Телефон: 8(83551) 2-19-84
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика