16 июля 2008 г.
Питĕркасси ял тăрăхне кĕрекен ялсенче пурăнакансем тăван тавралăх илемĕшĕн сахал мар тăрăшаççĕ.
Питĕркасси ял тăрăхне кĕрекен ялсенче пурăнакансем тăван тавралăх илемĕшĕн сахал мар тăрăшаççĕ. Çак ĕçре вĕсене вырăнти депутатсем хавхалантарса пыраççĕ. Акă, Н.Быков Питĕркассинчи Культура çурчĕн директорĕнче тăрăшать, пултарулăх ĕçне активлă хутшăнать, вырăнти депутат. Кунпа пĕрлех çут çанталăк тусĕ те вăл. Купань текен урамра пурăнать, çырма-çатраллă вырăн кунта. Çакна шута илсе унта хурăнсем лартса чĕртесшĕн Николай Михайлович. Пĕлтĕрпе кăçал 40 тĕп ытла лартса хăварнă. Унăн ырă тĕслĕхĕпе хавхаланса Кÿпеш клубĕн администраторĕ Г.Судаков та çуркунне анкарти хыçĕнчи çырмана 30 тĕрлĕ йывăç лартнă. Геннадий çамрăк хунавсене вăрмантан кăларса килнĕ.
– Кĕркунне те йывăç лартмалли уйăхлăха активлă хутшăнма шухăшлатпăр, – терĕç Н.Быковпа Г.Судаков. – Ялта йывăç кашласа ÿсни чуна савăнăç кÿрет. Тăван тавралăх ешĕл тум тăхăннипе пĕрлех таса сывлăш çителĕклĕ пулать.
Питĕркассинчех Н.Магаськин пенсионер пурăнать. Ăста платник пулнă май вăл нумайăшне çурт-йĕр çĕклеме пулăшнă. Ку кăна-и; Кÿпешпе Питĕркасси хушшинче пысăк сад лартса чĕртнĕ. Хăйĕн анкартийĕнче те çимĕç кÿрекен йывăçсем чылай унăн.
Кун пек çынсем сахал мар ялта. Вĕсен ырă йăлине çамрăк ăру малалла тăстăр, йывăç-тĕм çитĕнтерме хастар хутшăнтăр.
Источник: "Пирěн пурнăç"