Красночетайский территориальный отдел Управления по благоустройству и развитию территорий Красночетайского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

429040, Чувашская Республика, Красночетайский район, с.Красные Четаи, пл.Победы, д.9 тел.8(83551)2-13-61, 2-12-53

krchet-krchet@cap.ru

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ырă ята тивĕçнĕ

02 июля 2008 г.

Ĕмĕр тăршшĕпе пĕр профессипе ĕçлесе пурăнакансем ырă ята тивĕçех ĕнтĕ. Акă, Хĕрлĕ Чутай салинче пурăнакан Зинаида Федоровна Почейкинана илер. Вăл райпо тытăмĕнче бухгалтер пулса 35 çул ĕçлет, вăл шутран 11 çул хушши паянхи кунччен тĕп бухгалтер тивĕçĕсене пурнăçлать.

Палăртмалла, паян райпо районти кăтартусемпе палăракан чи лайăх предприяти шутланать. Райпо ĕçченĕсем çулталăкăн кашни кварталĕнчех хăйсен кăтартăвĕсемпе Центросоюзăн малти вырăнĕсене йышăннă, Пĕтĕм Раççейри ăмăртусенче пĕрремĕш вырăна тивĕçни те сахал мар пулнă. Акă, кăçал та райпо коллективĕ I кварталта республикăра ĕç кăтартăвĕсемпе пĕрремĕш вырăн йышăнчĕ. Çак ырă ĕçре З.Ф.Почейкинан тÿпи те пысăк. Ĕçне кура хисепĕ теççĕ. Зинаида Федоровна та потребкоопераци тытăмĕнче чылай çул тÿрĕ кăмăлпа ĕçлесе пынăшăн нумай хутчен хисеплĕ ятсене тивĕçнĕ. Вăл шутран 1998 çулта ăна “ЧР потребкооперацин ветеранĕ”, 2001 çулта “РФ потребкооперацин ветеранĕ” ятсем парса чысланă. 2007 çулта Пĕтĕм тĕнчери коопераци кунĕпе З.Ф.Почейкинана райпо тытăмĕнче ырми-канми тăрăшнăшăн, РФ потребкоопераци аталанăвĕнче пысăк тÿпе хывнăшăн орденпа наградăланă. Кăçалхи Ĕçпе юрă уявĕнче ăна ЧР Президенчĕн Указĕпе “Чăваш Республикин тава тивĕçлĕ экономисчĕ” хисеплĕ ятпа чысларĕç.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика