Красночетайский территориальный отдел Управления по благоустройству и развитию территорий Красночетайского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

429040, Чувашская Республика, Красночетайский район, с.Красные Четаи, пл.Победы, д.9 тел.8(83551)2-13-61, 2-12-53

krchet-krchet@cap.ru

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Тивĕçлĕ хак пачĕ, тĕллевсене палăртрĕ

26 февраля 2008 г.

Çырура республикăн иртнĕ çулхи кăтартăвĕсене тарăннăн тишкерсе хак панă, умра тăракан тĕллевсене, татса паман ыйтусене те палăртса хăварнă. Урăхла каласан, Президент хăйĕн сăмахĕнче республикăна аталанма май паракан пĕлтерĕшлĕ мĕн пур çул-йĕре кăтартнă. Чăнах та, Чăваш Ен истори пĕлтерĕшлĕ проектсене ĕçе кĕртессипе ăнăçлă ĕçлет. Акă, илер-ха çул-йĕр тăвассине. Юлашки çулсенче нумай ялсем асфальтлă çулсемпе çыхăнчĕç. Кăçал районта та 28 километр ытла çул-йĕр ĕçе кĕртмелле. Палăртнине пурнăçлама укçа-тенкĕ кирлĕ чухлĕ уйăрнă.

Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕнче те ку енĕпе пысăк ĕçсем туса ирттернĕ. Пĕлтĕр Туктамăш ялĕн тĕп урамне асфальтлă çул сарас ĕçе вĕçлерĕмĕр. Çавăн пекех Енкĕлтре, Тумликассинче, Хĕрлĕ Чутайри Комсомол урамĕнче çул хыврăмăр.

Халăх сывлăхĕ – çĕршыв пуянлăхĕ. Кунта “Ĕçмелли таса шыв” программа çинче чарăнса тăрас килет. Ишеккасси ялне пăрăх тăрăх таса шыв илсе пытăмăр. Унти çынсем малтан тарăн çырмана анса шыв ăснă. Халĕ таса шыв кил умнех пырать. Ватă-вĕтĕсемшĕн çакă чăннипех те ырлăх темелле. Анлă программăна пурнăçлама республика 4, 5 миллиард тенкĕ тăкаклать.

Президент хăйĕн Çырăвĕнче пурăнмалли çурт-йĕр тăвас ыйтăва та çивĕч çĕклерĕ. Эпир ку енĕпе те япăх ĕçлеместпĕр. Иртнĕ çул Чăваш Енре 1 миллион тăваткал метр ытла хваттер хута янă. Ку кашни çын пуçне 0, 78 тăваткал метр тивнине пĕлтерет. Пĕлтĕр строительство ĕçĕсем валли район бюджетĕнчен 1 миллион та 250 пин тенкĕ уйăрнă. Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕн бюджетĕнчен вара 300 пин тенкĕ уйăрса патăмăр. Çамрăк çемьесемпе специалистсем валли субсиди панин пĕлтерĕшĕ те калама çук пысăк. Çакă яш-кĕрĕмпе хĕр-упраçа ялта юлма май парать-çке.

Паллах, экономикăна аталантарасси паян чи çивĕч ыйту. Мĕншĕн тесен унсăр социаллă сфера та, культура та, сывлăх сыхлавĕ те малалла каяймаççĕ. Чăваш Енре çак тытăмсенче ÿсĕм пур. Çĕнĕ технологисем ĕçе кĕреççĕ. Çапах та усă курман ял хуçалăх çĕрĕсене çаврăнăша кĕртес ыйтăва татса парас тĕлĕшпе ĕçлесси çине тимлĕх ытларах уйăрмалла. Пĕр утăм çĕр те усăсăр ан вырттăр.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика