Красночетайский территориальный отдел Управления по благоустройству и развитию территорий Красночетайского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

429040, Чувашская Республика, Красночетайский район, с.Красные Четаи, пл.Победы, д.9 тел.8(83551)2-13-61, 2-12-53

krchet-krchet@cap.ru

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пысăк тĕрек

26 февраля 2008 г.

«Раççей Федерацийĕнчи вырăнти хăй тытăмлăха йĕркелемелли тĕп принципсем çинчен» саккун вăя кĕнĕренпе Питĕркасси ял тăрăхĕнче ырă улшăнусем сахал мар пулнине палăртас килет. Ял тăрăхĕн пуçлăхĕ А.Т.Дмитриев каланă тăрăх, ял пухăвĕн депутачĕсем ĕçре пысăк тĕрек пулса тăраççĕ. Акă, РОСТО райканашĕн председателĕ В.Егоров, ялти культура çурчĕн директорĕ Н.Быков, райбольница медсестри Г.Никифорова тата ыттисем те халăхпа тачă çыхăну тытаççĕ. Хăйсен тĕп ĕçĕнче тăрăшнисĕр пуçне вĕсем общество ĕçне хастар хутшăнаççĕ, пуçарулăхĕпе пултарулăхĕ тапса тăрать. Депутатсемсĕр ял тăрăхĕн пуçлăхĕ те, ытти специалистсем те нимех те тума пултараймĕç.

– Эпир иртнĕ çул çĕр налукĕ 13 пин тенкĕ, çурт-йĕр налукĕ – 4 пин, арендăна панă çĕр лаптăкĕшĕн 19 пин тенкĕ налук пухрăмăр, – тет Анатолий Тимофеевич. – Тĕрĕсрех калас пулсан, çулталăкра пурĕ 32626 тенкĕ пуçтарăнчĕ. Халĕ пирĕн хамăрăн бюджет, унăн тупăш пайне ÿстересси – çивĕч ыйтусенчен пĕри.

Паллă ĕнтĕ, ял халăхĕ хăйĕн хушма хуçалăхне аталантарса тупăш ытларах илме тăрăшать. Сăмахран, пĕлтĕр 46 çын патшалăх пулăшăвĕпе усă курнă. Вĕсене 689 пин тенкĕ укçа парса

пулăшнă. Унпа усă курса ял халăхĕ ăратлă выльăхсем туяннă, витесене йĕркене кĕртнĕ.

Выльăх йышлă усракан çемьесем сахал мар. Хурапыр ялĕнчи Ю.Осипов 2 ĕне, 10 вăкăр, 100 сурăх тытать. Тăрăшуллă ĕçĕн уссине те курать вăл.

Пĕтĕмĕшле илсен, Питĕркасси ял тăрăхĕ административлă çĕнĕ реформăсене пурнăçа кĕртес тĕлĕшпе ăнăçлă ĕçлесе пыма тăрăшать.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика