Красночетайский территориальный отдел Управления по благоустройству и развитию территорий Красночетайского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

429040, Чувашская Республика, Красночетайский район, с.Красные Четаи, пл.Победы, д.9 тел.8(83551)2-13-61, 2-12-53

krchet-krchet@cap.ru

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Пиччĕшĕпе шăллĕ – çар çыннисем

21 февраля 2008 г.

Енкĕлт ялĕнче пурăнакан Зоя Петровнапа Леонид Андреевич Майоровсем виçĕ ывăл çуратса, çĕршыва юрăхлă çынсем ÿстернĕ. Шел те, аслă ачин шăпи вăхăтсăр татăлнăшăн ашшĕ-амăшĕн чĕри паянхи кун та йĕрет. Иккĕмĕш ачи, Владимир, шкулта вĕреннĕ чухнех çар çынни пулма ĕмĕтленнĕ, çав тĕллевпе пурăннă. “Мана пирĕн хушамат çар çынни пулма хистет. Хамăн шухăша улăштармастăп, тетчĕ ывăлăм çамрăклах”, – каласа парать амăшĕ.

Владимир вăтам пĕлÿ илнĕ хыççăн Мускав облаçĕнчи пограничниксем хатĕрлекен института вĕренме кĕнĕ. 2000 çулта ăна Чита тăрăхне Тăван çĕршыв чиккине сыхлама яраççĕ. Çар çыннин тивĕçне чыслăн пурнăçлать вăл. Паянхи кун Мускавра таможняра вăй хурать. В.Майоров чин картлашки тăрăх майора çитнĕ.

Пиччĕшĕн çулĕпе унăн шăллĕ Евгений та кайнă. Вăл та пограничниксем хатĕрлекен институтран кăçал вĕренсе тухать. Пулас пограничник çар профессине суйласа илнипе питĕ кăмăллă.

Ывăлĕсем тÿрĕ кăмăллă, сăпайлă тата çар çыннисем пулса тăнăшăн ашшĕпе амăшĕ чунтанах хĕпĕртеççĕ.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика