Красночетайский территориальный отдел Управления по благоустройству и развитию территорий Красночетайского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

429040, Чувашская Республика, Красночетайский район, с.Красные Четаи, пл.Победы, д.9 тел.8(83551)2-13-61, 2-12-53

krchet-krchet@cap.ru

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Салтак яланах салтак

21 февраля 2008 г.

Унăн çуралса ÿснĕ вырăнĕ – Анат Чутай, ачаран юратнă çыннисем – ялти механизаторсем. Ашшĕ, Василий Петрович, ун чухнехи «Октябрь» совхозăн машина-трактор паркĕнче хуралçăра ĕçленĕ. Амăшĕ, Галина Николаевна, тăван хуçалăхра ĕçлесе тивĕçлĕ канăва тухнă. Ырă та тÿрĕ кăмăллă, ĕçчен кил-йышра ÿссе çитĕннĕ Коля. Хĕрлĕ Чутай вăтам шкулĕнче вĕренсе алла аттестат илнĕ. Спорт ăмăртăвĕсене хаваспах хутшăннă. Пушă вăхăтра районти Культура çуртне çÿренĕ.

Вунă класс пĕтерсен, ял пурнăçĕ ăста çынна килĕштернине ăнланса, Çĕмĕрле хулинче автомашина водителĕ пулма вĕреннĕ. Унтан ăна Совет Çарне илсе кайнă. Интернационалла тивĕçне Афганистанра чыслăн пурнăçланă. Çав çулсенче унта вăрçă вут-çулăмĕ ялкăшнă.

... Вĕçĕ-хĕррисĕр хăйăрлă çеçен-хир сарăлса выртнă. Таçта аякаи чуллă тусен тăррисем тÿпепе пĕрлешнĕн курăннă. Салтаксен гимнастеркисем тăварлă тар юхнипе тĕллĕн-тĕллĕн шуралса, тĕссĕрленсе ларнă. Ара, кăнтăрла хĕвел çунтарнă, каçсерен сиксе чĕтремелле сивĕ пулнă. «Паян каç сĕмĕпе Н. кишлак çине тапăнатпăр, – тенĕ командир салтаксене пĕр çĕре пухса. – Унччен канса илĕр».

Коля куçĕ умне инçетри Сăр тăрăхĕ, çуралнă ял, тăван ял-йыш тухса тăнă. Килте пурăннă чухне ăçтан шутлама пултарнă-ха вăл çак Афган çĕрне çитсе тухасса; Душмансене хирĕç çапăçăва кĕрессе; Юрать-ха, салтак пăтти пĕрле çиекен юлташĕсем шанчăклă. Пĕр-пĕрин хушшинчи туслăх туйăмĕ вăйлă. Командирсем пурте ашшĕ пекех чуна çывăх. Çакă паха: пехота çапăçăва кĕрес-мĕн пулсан вертолетсем тÿпене çĕкленеççĕ. «Хурçă кайăксем» сывлăшран тапăннипе тăшман каялла чакать, пирĕн салтаксем валли çул уçăлать.

Кĕçех: «Тапăнатпăр, малалла!» тени илтĕнет. Воинсем, 18-20 çулхи каччăсем, алăри автомачĕсене пăчăртарах тытаççĕ. Акă вăл, кишлак... Унта мирлĕ çынсем, ачасем пурăнаççĕ. Питĕ чухăн пурăнаççĕ тата. Анчах унта тăшман вырнаçнă, мирлĕ çынсен хÿттинче вăл. Ăна халĕ çав йăваран кăларса ывăтмалла. Кĕçех малта автомат çатăртатма пуçлать, ун çумне татах хушăнать. Унта та кунта граната çурăлать, тĕтĕм-сĕрĕм тавралăха сарăлать. Ют çĕрте, пĕлмен, çÿресе курман вырăнта пулин те арăслансем пек çапăçаççĕ вырăс салтакĕсем. Вĕсем хушшинче чăваш каччи, Анат Чутай çамрăкĕ Николай Исправников та пур! Вăл пуçĕсене чалма чĕркенĕ, шалпар шăлавар тăхăннă, чупакан душмансене автоматран çунтарать кăна...

Çапăçу пирĕн салтаксем кишлака тăшманран тасатнипе вĕçленет. Аманнисене пулăшу параççĕ, хăшне – санбата, хăшне госпитале ăсатаççĕ. Паттăрла вилĕмпе пуçĕсене хунисем цинк тупăкра ĕмĕрлĕхех канăç тупаççĕ. Кольăна вара «Хăюлăхшăн» медальпе наградăлаççĕ.

– Çар служби вĕçленсен тăван яла таврăнтăм, – аса илет иртнине халĕ Николай Васильевич. – Совхоз дирекцийĕ мана çул çÿрес ĕмĕрĕ кĕçех вĕçленекен автомашина шанса пачĕ. Хуçалăхăн машина-трактор паркĕ нумай пысăкланнă, палăрмаллах улшăннă. Юсав мастерскойĕ, складсем хута кайнă. Çавна май водительсемпе трактористсен, слесарьсен ĕç условийĕсем лайăхланнă.

Ĕнерхи салтак çанă тавăрса хуçалăх ĕçне кÿлĕннĕ. Автомашинăпа сахал мар çул çÿренĕ. Хăйне шанса панă техникăна малтанах пур енлĕн, тĕплĕн пĕлмен-ха. Георгий Бродюков, Геннадий Субиркин, Геннадий Тинехпейкин ăна кирек хăçан та пулăшу панă. ГАЗ-52 йышши 81-85-УАЗ номерлĕ автомашинăпа çÿретчĕ Н.Исправников. Хаçат ĕçĕпе эпĕ унпа 1987 çулхи апрель уйăхĕнче тĕл пулнине ас тăватăп. Акă, вăтам пÿллĕ, пиçĕ кĕлеткеллĕ çамрăк мана хирĕç ларать. «Куратăр-и, ĕçе тирпейлĕ туманни те пур-ха, – терĕ вăл, картишĕнчи йĕркесĕр ларакан машинăсем еннелле пăхса. – Тракторсене тасатасси уйрăмах тивĕçлĕ шайра мар. Ĕлĕкрех таса мар лаша кÿлсе çула тухни пулнă-и; Çавăн пекех пылчăклă машина-тракторпа та рейса кайма юрамасть».

Салтакран таврăннăранпа ун чухне виçĕ çул кăна çитнĕччĕ-ха. Çав вăхăтрах хăйне пур енчен те лайăхпа кăтартма ĕлкĕрнĕ вăл. Республикăри комсомол организацийĕн конференцийĕнче ăна ВЛКСМ XX съезчĕн делегацине суйланă. Çĕнтерÿ çулĕ çăмăл пулман, ăмăртура ÿсĕм хыççăн ÿсĕм тунă. Чун-чĕринче хастарлăх тапса тăнă.

– Çамрăксен Мускаври аслă форумĕ халĕ те асран тухмасть, – тет Николай Васильевич. – Ун ĕçне хутшăнни маншăн пысăк чыс пулчĕ. Космомол съездне пирĕн районтан мансăр пуçне пĕр çамрăк та хутшăнман-çке. Историе кĕрсе юлтăм ĕнтĕ.

Хальхи вăхăтра Николай Васильевич Исправников Я.Хорайкин предприниматель патĕнче водительте ĕçлет. Техникăна йĕркеллĕ тытать.

Салтак яланах салтак.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика