31 января 2008 г.
Раççейре юлашки 10 çул хушшинче табак туса илесси тата унпа усă курасси палăрмаллах ÿснĕ. 2007 çулта кашни çын пуçне 100 пачка сигарет кăларнă. Кунта тин çуралнă ача та кĕрет. Пирус ытларах туртнине пула сывлăха хавшатса çĕре кĕрекенсем те сахал мар. Арçынсен 65 проценчĕ, хĕрарăмсен 27 проценчĕ çăварпа çак йÿçĕ тĕтĕме сывласа илет. Ÿссе çитĕнекен ачасем табак туртма вĕренни те пăшăрхантарать. Çамрăклах хĕр ачи, арçын ачи çак утăма тăвать.
Пуçласа çăвара пирус хыпакан çын кайран мĕн пуласса пĕлмест. Унăн сиенĕ те часах палăрмасть. Вунă çул иртсен сывлăш çулĕсем сиенленеççĕ. Бронхит, ÿпке шыççи палăрма пултарать. Калаçу çыхăнăвĕ сиенленет. Çирĕм çултан онкологи чирĕсем пуçланаççĕ.
Кунне пĕр пачка сигарет туртакан çулталăкра 300 рентген тунă евĕр радиаци илет. Пĕр пирусра 4000 хими элеменчĕ, хутăшĕ пур. Вĕсем организма сиен кÿреççĕ те ĕнтĕ.
Кирек хăш пирус туртакан та никотин тыткăнĕнчен хăтăлма пултаратех. Çирĕп тĕллев тытни çеç кирлĕ. Йывăрлăха кĕрсе ÿкнисене специалистсем те пулăшма пултараççĕ. Врачран пулăшу ыйтмалла.
А.ЯКОВЛЕВ, врач-нарколог.
Ан турт, сывлăхлă пулăн!

Источник: "Пирěн пурнăç"