Красночетайский территориальный отдел Управления по благоустройству и развитию территорий Красночетайского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

429040, Чувашская Республика, Красночетайский район, с.Красные Четаи, пл.Победы, д.9 тел.8(83551)2-13-61, 2-12-53

krchet-krchet@cap.ru

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Халăха медицина пулăшăвĕ парасси лайăхланать

19 января 2008 г.

РФ Президенчĕ В.В.Путин: “Чăваш Республикинче сывлăха сыхлас ĕçре паянхи кун ыйтăвĕсене тивĕçтерекен оборудованисемпе анлă усă курнăран халăха медицина пулăшăвĕ парасси лайăхланнă. Сывлăх ĕçĕнче çĕнĕ технологисене пурнăçа кĕртсе пынăран, медперсонал пĕлÿ шайне ÿстерсе тăнăран республикăра ача çуратакан амăшĕсем, кăкăр ачисем вилесси 2 хут пĕчĕкленнĕ”.

“Сывлăх” приоритетлă наци проекчĕ ĕçлеме пуçланăранпа республикăра та, районта та ырă улшăнусем нумай пулнине куçпа курса ĕненетпĕр. Юлашки çулсенче кăна районти тĕп больница хальхи вăхăтри хăватлă медицина оборудованийĕсемпе пуянланнă. Сиплевпе диагностикăн хаклă оборудованийĕсене 2007 çулта 460 пин тенкĕлĕх, 2006 çулта наци проекчĕпе тата ытти программăсемпе 4 миллион та 616 пин те 572 тенкĕлĕх вырнаçтарнă. Васкавлă медицина пулăшăвĕн станцийĕн автопаркне çĕнетнĕ: икĕ “Газельпе икĕ “УАЗ” илнĕ.

Ялсенче пурăнакансене медицина пулăшăвĕ парассине лайăхлатассишĕн çемье врачĕн 4 офисне йĕркеленĕ. Офиссем ял çыннисене вырăнтах медицина пулăшăвĕ параççĕ.

Вырăнтах сипленнине нимĕн те çитмест. Акă, “Сывлăх” приоритетлă наци проектне пурнăçласа иртнĕ çул Хĕрлĕ Чутайри тĕп больница çумĕнче пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕ ĕçлеме пуçларĕ. Офис хута кайнăранпа чирлисене пĕрремĕш пулăшу парасси лайăхланнă, участокри врачсемпе медицина сестрисем çĕнĕ системăпа ĕçлеççĕ, тухтăрсем пĕтĕмĕшле практика врачĕн профессине алла илнĕ ĕнтĕ. Çутă та таса, хăтлă офиса халăх кăмăлпа çÿрет.

Офисра чирлисене пăхса тăма 3 участок йĕркеленĕ, вĕсенче кашнинче пĕршер врач тата виçĕ медицина сестри тăрăшаççĕ. С.А. Сидорова врач участокне сипленме Хĕрлĕ Чутай салин чылай урамĕсенче пурăнакансем çÿреççĕ. Пурĕ ку участокра 1600 çын шутланать. Е.Н.Хораськина врачăн участокне пурĕ 1750 çын кĕрет. Вăл район центрĕнче пурăнакансен тепĕр пысăк йышне тата Туктамăшри çынсене сиплессишĕн яваплă.

Е.Н.Долгова тухтăр вара Кÿпеш, Питĕркасси, Хурапыр, Вишенер, Пчелка, Дубовка, Анат Чутай ялĕсенче пурăнакансен сывлăхне асăрхаса тăрать. Унăн тимлĕхĕнче – 1580 çын.

Офис тытăмĕнче пĕр-пĕринпе çыхăннă халăха йышăнмалли пÿлĕмсем чылай: 4 койка-вырăнлăх кăнтăрлахи стационар, процедура, укол тумалли кабинетсем, участока кĕрекен чирлисен карточкисем те кунтах упранаççĕ. Регистратурăри ĕçсене Р.М.Михайловапа Г.Г.Катюкова пурнăçласа пыраççĕ, вĕсемех чирлисене врач патне çиелти тум тире хывса кĕмелли, атă-пушмак çине бахилы тăхăнмалли пирки аса илтерсе тăраççĕ. Çаксем пĕтĕмпех санитарипе гигиенăна пăхăнмалли йĕркесем.

Офисри врачсем тухса çÿреймен ватăсемпе инвалидсене ялсем тăрăх çÿресе консультаци параççĕ, тĕрлĕ пулăшупа тивĕçтереççĕ. Кунти медицина ĕçченĕсем участоксенчи çынсен сывлăхне мĕн пур енлĕн тĕрĕслесе тăрассишĕн вăй хураççĕ. Хĕллехи тапхăрта грипп чирĕсенчен прививкăсем чылай тунă. Наци проекчĕпе вара 60 çултан аслăраххисене тÿлевсĕр прививкăланă. Хальхи вăхăтра В гепатитпа кĕрешессипе акци пырать. 18 çултан пуçласа 35 çулчченхисене тÿлевсĕр майпа прививкăлаççĕ. В вируслă гепатит Раççейре чи анлă сарăлнă хăрушă чир шутланать. Çавăнпа прививкăран пăрăнса юлмалла мар. Кунта Тăван çĕршывăн аслă вăрçин участникĕсем, Афган, Чечен республикисенче вăрçа хутшăннисем тÿлевсĕр сиплев илеççĕ.

Сăмах май, район центрĕнчи пĕтĕмĕшле практика врачĕн офисĕнче сывлăха çирĕплетме пур майсем те пур: поликлиника юнашар вырнаçнипе чире тарăна кайиччен вăхăтра сиплеме питĕ меллĕ, “васкавлă пулăшу” машинисем те кирек мĕнле вăхăтра ĕçе тухма хатĕр лараççĕ, аптекăсем кирлĕ эмелпе тивĕçтереççĕ тата ытти те.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика