Красночетайский территориальный отдел Управления по благоустройству и развитию территорий Красночетайского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

429040, Чувашская Республика, Красночетайский район, с.Красные Четаи, пл.Победы, д.9 тел.8(83551)2-13-61, 2-12-53

krchet-krchet@cap.ru

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Чи хаклă пуянлăх

16 января 2008 г.

Пурнăç пурăнасси – уй урлă каçасси мар, теççĕ. Кун-çул урапи тÿрĕ те тикĕс çулпа пынă çĕртех аяккалла та пăрăнма пултарать-çке. Çакна чĕрепе туйни, йывăрлăхран тухма тăрăшни, акă, çĕр çинче телей тупма пулăшать те. Çавăн пеккисен шутне манăн Хĕрлĕ Чутайра пурăнакан Ольга Константиновнапа Виталий Андреевич Макаровсене кĕртес килет. Вĕсем пĕрлешсе çемье çавăрнăранпа 42 çул çитрĕ.

Кил хуçи иртнĕ ĕмĕрĕн аллăмĕш çулĕсен варринчех Чулхулари медицина институчĕн санитарипе гигиена факультетне вĕренме кĕнĕ. Муркаш районĕнчи Чемей ялĕнче çуралса ÿснĕскер, 1959 çулта алла диплом илсен, Хĕрлĕ Чутая ĕçлеме килнĕ. Унăн пулас мăшăрĕ Туканаш ялĕнче çуралса ÿснĕ. 1963 çулта Шупашкарти педагогика институчĕн математикăпа физика факультетĕнчен вĕренсе тухнă. Хыççăнах Питĕркасси шкулĕнче ĕçлеме пуçланă.

Виталий Андреевич хальхи санэпиднадзор центрĕн тĕп врачĕнче ĕçленине аван ас тăватăп. Ăна час-часах фермăсенче, столовăйсенче, шкулсенче курма пулатчĕ. Утмăлмĕш çулсем ПСЭС ĕçченĕсемшĕн питĕ хĕрÿ вăхăт пулнă. Акă, çуркунне-кĕркунне фермăсен картишĕнче, витисенче пылчăк çăрăлнă. Ĕне çиллисем тислĕк ăшĕнче, дояркисем шурă халат тăхăнса курман.Чи малтанах алă çума вĕрентнĕ. Ал шăллисем тутарнă: пĕри – доярка аллине, тепри – ĕне çиллине шăлма.

– Аван пĕлетпĕр, сĕт шурă тĕслĕ, – тет халĕ Виталий Андреевич. – Анчах çакă кăна çителĕксĕр. Сĕт тути, шăрши, çуллăхĕ, тасалăхĕ те пысăк пĕлтерĕшлĕ. Çакна ăнланма, шута илме хăнăхтараттăмăр ферма ĕçченĕсене.

1978 çултанпа В.Макаров район больницин тĕп врачĕн йĕркелÿпе методика енĕпе ĕçлекен çумĕнче тăрăшнă. Тивĕçлĕ канăва тухма вăхăт çитсен те темиçе çул вăй хунă. Тĕпрен илсен, вăл халăхăн сывлăх сыхлавĕнче пурĕ 40 çул ытла тăнă.

Ольга Константиновна вара Питĕркасси шкулĕнчен пачах уйрăлман. Вăл ачасене ĕмĕрĕ тăршшĕпех математикăпа черчени предмечĕсене вĕрентнĕ. Çамрăк ăрăва çирĕп те тарăн пĕлÿ пама, кирлĕ професси суйласа илме пулăшнă. Унăн вĕренекенĕсем халĕ çĕршывăн тĕрлĕ кĕтесĕнче ĕçлеççĕ, хăйсен учительницине уявсенче-мĕнсенче чун-чĕререн саламлаççĕ.

– Пирĕн чи хаклă пуянлăх – ачасем, – тет Ольга Константиновна. – Эпир виçĕ пепке çуратса пăхса ÿстертĕмĕр. Акă, Вальăпа Вера ашшĕн ĕçне суйласа илчĕç. Иккĕшĕ те Шупашкарта пурăнаççĕ: пĕри – санэпиднадзорăн станцийĕн врачĕ, тепри – шăл тухтăрĕччĕ. Анчах та вăл (Вера) халĕ ĕç вырăнне улăштарчĕ-ха. Экономиста вĕренсе тухрĕ те тĕп хулари пĕр перекет банкĕнче хăйĕн специальноçĕпех ĕçлет. Володя Шалти ĕçсен министерствин тытăмĕнче вăй хурать.

Макаровсен кил-çурчĕ çу кунĕсенче ачисемпе мăнукĕсен савăнăçлă сассипе тулса ларать. Хăйсем сад-пахчара ĕçлеме килĕштереççĕ: çĕр улми, пахча çимĕç, тĕрлĕ çырла ÿстереççĕ. Виталий Андреевич пуртă тытса каскалама та ăста. «Жигули» çăмăл машина таврашĕнче те аппаланма килĕштерет. Техника хăйне пăхнине юратать, тет.

Улмуççинчен улмисем аякка ÿкмеççĕ. Ăслă-тăнлă, çĕршыва кирлĕ ачасем пăхса ÿстернĕ Ольга Константиновнапа Виталий Андреевич. Хăйсем те мирлĕ те пархатарлă ĕçре тăрăшса тивĕçлĕ канăва тухнă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика