19 декабря 2007 г.
Пушар – пысăк çухату.
Акă, декабрĕн 10-мĕшĕнче 19 сехет иртсен Туктамăшри Е.И.Горбушкина хуçалăхĕнче вут-çулăм алхаснă, инкеке пула пÿрт ăшĕнчи мĕн пур япала юрăхсăра тухнă. Специалистсем пушар электропралуксем кивелнипе тухнине çирĕплетеççĕ.
Декабрĕн 13-мĕшĕнче, тăр кăнтăрла, Енкĕлтри Ю.А.Саверкин кил-çуртĕнче “хĕрлĕ автан” авăтса янă – çунакан кăмака çывăхĕнче краççын кĕленчи тăкăнса кайнă. Çавна пулах пÿртри пурлăх çунса япăхнă.
Декабрĕн 16-мĕшĕнче Хĕрлĕ Чутайăн Кивĕ центрĕнчи Октябрьски урамĕнчи А.Е.Ульянован кил-çуртне вут-çулăм ярса илнĕ. Пушар ывăлĕ ÿсĕрле чĕлĕм мăкăрлантарнă чух асăрханусăр пулнăран тухнă теççĕ. Вут-çулăмра çамрăк çын пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă.