Красночетайский территориальный отдел Управления по благоустройству и развитию территорий Красночетайского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

429040, Чувашская Республика, Красночетайский район, с.Красные Четаи, пл.Победы, д.9 тел.8(83551)2-13-61, 2-12-53

krchet-krchet@cap.ru

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çул çинчи инспектор

10 ноября 2007 г.

Алексей Ананьевич Илларионов 1972 çулта Тихăнушкăнь ялĕнче çуралнă. Хусанушкăнчи вăтам шкулта тивĕçлĕ пĕлÿ илнĕ хыççăн Сĕнтĕрвăрринчи вăрман хуçалăх техникумĕнче пĕлĕвне ÿстернĕ. Районти çул-йĕр хăрушсăрлăх инспекцийĕнче 2004 çултанпа ĕçлет.

Инспектор ĕçĕ – çул çинчи йĕркелĕхе тивĕçтересси. Хальхи вăхăтра транспорт хатĕрĕсен йышĕ ÿссе пынă май, ГИБДД сотрудникĕсен ĕçĕ те чылай йывăрланчĕ. Водительсенчен чылайăшĕ çул-йĕр правилисене сĕмсĕррĕн пăсаççĕ: ÿсĕр пуçпа руль умне лараççĕ, удостоверенисĕр çула тухаççĕ, водитель правинчен хăтарнисем те машинăпа вĕçтерсе çÿреççĕ... Çул çинчи инспекторсем автотранспорт хатĕрĕпе çула тухакан кашни водителе пăхса сăнаса тăраççĕ, çул çинчи йĕркелĕхе тĕрĕслеççĕ, айăплисене тытса чараççĕ, асăрхаттараççĕ.

– Юлашки çулсенче автоçулсем çинчи аварисене пула çынсен пурнăçĕ вăхăтсăр татăлнă тĕслĕхсем нумайланни пирки питĕ пăшăрханса калаçаççĕ, телевиденипе те кăтартаççĕ. Çавна пулах ĕнтĕ çулсем çинчи йĕрке çирĕпленсе пырать, айăплисене явап тыттарассипе чылай улшăнусем пур. Пурне те каласа та çитерме çук. Автотранспортпа çула тухакансен çавсене пурне те асра тытмалла, çул çинче тимлĕхе çухатмалла мар. Пĕр çын айăпĕпе мĕн чухлĕ инкек пулма пултарни çинчен шухăшламалла. Çул-йĕр вара тимсĕрлĕхе каçармасть, – терĕ çамрăк инспектор.

Сăмах май, кăçалхи январь-сентябрь уйăхĕсенче район территорийĕнчи çулсем çинче 10 авари пулнă, 4 çын вилнĕ, 10-ăн аманнă. ГИБДД сотрудникĕсем ÿсĕрле руль умне ларнă 28 водителе тытса чарнă, тивĕçлĕ явап тыттарнă. Инкеке кĕтместпĕр те, анчах çул çинче аварисем пулсах тăраççĕ. Акă, ноябрĕн 5-мĕшĕнче çул çинчи инспекторсем Çĕнĕ центрта пулса иртнĕ инкекĕн сăлтавне тĕпченĕ. Пантьăк çынни, “çуттине” тутаннăскер, автотранспортпа тепĕр машина çине пырса тăрăннă. Ку инкеке çул-йĕр пăрлак пулнипе те ăнлантармалла. Анчах кунта водитель айăпĕ те пысăк. Ноябрĕн 6-мĕшĕнче тата çак сăлтавсене пулах Тихăнушкăнь çынни П. “Элĕк-Сура” автоçул çинче инкек тÿснĕ, правасăр хăварнă водитель, ÿсĕрскер, кювета анса кайнă. Юрать-ха, вилекенсем пулман. ГИБДД сотрудникĕсем инкек пулнă вырăнсене вăхăтра çитнĕ, çул çинче йĕрке тунă.

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика