Красночетайский территориальный отдел Управления по благоустройству и развитию территорий Красночетайского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

429040, Чувашская Республика, Красночетайский район, с.Красные Четаи, пл.Победы, д.9 тел.8(83551)2-13-61, 2-12-53

krchet-krchet@cap.ru

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çул çинчи хăрушсăрлăхшăн

08 сентября 2007 г.

8 уйăх кăтартăвĕсем тăрăх, кăçал районта çул-йĕр çинче 6 инкек пулнă, аварисенче 4 çын пурнăçĕ татăлнă, 3-ĕн аманнă. Çул-йĕр правилисене çуран çÿрекенсем пăснине пула 4 авари пулнă.

Сентябрĕн 5-мĕшĕнче районти шалти ĕçсен пайĕн çул-йĕр хăрушсăрлăх инспекцийĕ район хаçатĕнче тăрăшакансемпе пĕрле черетлĕ рейд ирттерчĕ. Тĕллевĕ - çуран çÿрекенсем çул-йĕр правилисене пăхăнманнипе пулса иртекен инкексен шутне чакарасси.

Шупашкарти “Дорсервис” ТЯО ĕçченĕсем тăрăшнипе халĕ район центрĕнче тата Ленин урамĕнче çуран çÿрекенсем валли ятарлă çулсем - тротуарсем пур. Шел пулин те, хальлĕхе çынсем çак çĕнĕлĕхпе усă курсах каймаççĕ. Анчах та ку çул-йĕр хăрушсăрлăх правилисене пăсни шутланать. Рейд вăхăтĕнче çуран çÿрекенсене çакăн çинчен аса илтерчĕç. Административлă правăна пăсни çинчен калакан кодексри улшăнусемпе килĕ­шÿллĕн, тротуар тăрăх утманшăн 100 тенкĕ штраф тÿлеме тивет. Çуран çÿрекен çул-йĕр правилисене пăснă май транспорт хатĕрĕсене чăрмантарнишĕн вара - 300 тенкĕ. Сăмах май, кăçалхи 8 уйăх хушшинче çул-йĕр правилисене пăхăнман 69 çуран çÿрекене административлă майпа явап тыттарнă.

Çул-йĕр патруль службин инспекторĕ А.Герасимов рейд вăхăтĕнче хăрушсăрлăх пиçиххипе усă курман, транспорт хатĕрĕсене правилăпа палăртман вырăнсене тăратакан водительсене асăрхаттарчĕ. Сентябрĕн 10-мĕшĕнчен пуçласа çÿлерех асăннă правилăсене пăсакан водительсемпе çуран çÿрекенсене административлă майпа явап тыттарма пуçлаççĕ.

Çула тухсан яланах тимлĕ пулмалли, çул-йĕр хăрушсăрлăх правилисене пăхăнмалли çинчен тепĕр хут асăрхаттарса хăварас килет.

Çуран çÿрекенсем! Çул урлă асăрханса тата ятарласа палăртнă вырăнсенче (пешеходный переход) каçни, тротуар тăрăх утни сирĕн пурнăçа сыхласа хăварĕ.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика