Красночетайский территориальный отдел Управления по благоустройству и развитию территорий Красночетайского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

429040, Чувашская Республика, Красночетайский район, с.Красные Четаи, пл.Победы, д.9 тел.8(83551)2-13-61, 2-12-53

krchet-krchet@cap.ru

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Çемьери хирĕçÿ

05 сентября 2007 г.

Шалти ĕçсен пайĕн следстви уйрăмĕнче тимлекенсен тем тĕрлĕ уголовнăй ĕçсене те пăхса тухма тивет. Акă, Э.Кондратьев следователь Хĕрлĕ Чутай салинче пурăнакан арçын (ятне кăтартмастпăр) пирки пуçарнă ĕçе тĕпчет. Кăçалхи июнĕн 17-мĕ­шĕнче каçхи 8 сехетре çак арçын килĕнче хăйĕнпе пĕрле пурăнакан хĕрарăмпа хирĕçнĕ.  Хирĕçÿ вăхăтĕнче хĕрарăма питрен ал чăмăрĕпе çапнă, урайне ÿкернĕ. Унтан пĕлсе тăрсах пурнăçăн черчен пайне хĕненĕ. Аллине ирĕке ытлашшипех янă чурăс чунлă арçын айăпĕпе хĕрарăмăн сулахай енчи 10-11 аяк пĕрчисем хуçăлнă, çак енчи пÿре çурăлнă, сулахай куç тата янах çывăхĕнче юнланнă вырăнсем палăрнă. Вăйне ниçта  шăнăçтарайман арçын çын сывлăхне сиен кÿнĕ, РФ Уголовнăй Кодексĕн 111-мĕш статйин 1 пайĕпе çыхăннă преступлени тунă. Çавна май ăна арестленĕ. Арçынна 8 çул таранах ирĕклĕхсĕр хăварма пултараççĕ.

Кунта çырса панă пулăм пурнăçра тăтăшах тĕл пулать. Сахал мар ашшĕ-амăшĕ пĕр шел­сĕр ачине хĕненине, упăшки арăмне амантса пĕтернине куратпăр. Алăсене ирĕке ярсан инкек пуласса, çынна кÿрентерессе, унăн сывлăхне сиен кÿрессе шутламастпăр та. Шутламасăр тунă ĕçшĕн вара явап тытма тивет. Чавса çывăх та, çыртма çук текен каларăшри пек пулса ан тухтăр.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика