Красночетайский территориальный отдел Управления по благоустройству и развитию территорий Красночетайского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

429040, Чувашская Республика, Красночетайский район, с.Красные Четаи, пл.Победы, д.9 тел.8(83551)2-13-61, 2-12-53

krchet-krchet@cap.ru

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Нотариат кантурне - 15 çул

05 сентября 2007 г.

15 çул нумай та мар,  сахал та мар. Шăп та лăп 15 çул каялла районта нотариат кантурĕ уçăлнă. Çавăнтанпа унта нотариус пулса Римма Яковлевна ПРАУЛОВА тăрăшать.

Нотариус вăл - документсен саккунлăхне çирĕплетекен юрист. Нотариусăн патшалăх тата общество, граждансем тата организацисем умĕнчи яваплăхĕ питĕ пысăк. Ку вăл кăмăл-сипет йĕркине те, профессиллĕ пахалăха пăхăннине те пĕлтерет.  Çак  тивĕçсене саккунпа çирĕплетнĕ, вĕсене пăснишĕн вара айăплав кĕтет. Çавăнпа та ĕнтĕ нотариусăн хăйĕн ĕçĕнче пысăк профессионал пулмалла, тĕрĕслĕхшĕн тăмалла. Нотариусăн пĕр хăйне çеç шанса пĕлтернĕ  информацие, документсен содержанине уççăн пĕлтерме ирĕк çук. Унăн саккуна çирĕп пăхăнса ĕçлемелле. Кун пек чухне çеç вăл çирĕплетсе панă фактсем е ĕç пĕлтерĕшлĕ тата тĕрĕс.

Нотариусăн ĕçĕ питĕ анлă. Вăл тĕрлĕ килĕшÿсене çирĕплетет, мăшăрсен пĕрлехи пурлăх пайĕ çине харпăрлăх ирĕкĕ пуррине çирĕплетекен свидетельствăсем парать, документсен копийĕсен тĕрĕс­лĕхне, документсенчи алă пуснисен чăнлăхне тата  документсене пĕр чĕлхерен тепри çине куçарнин шанчăклăхне çирĕплетет, документсене управа йышăнать... Нотариус пурнăçлакан пĕлтерĕшлĕ ĕçсене çырса та пĕтереймĕн.

Пĕр сăмахпа, вăл авторитетлă свидетель тата обществăн чи пĕлтерĕшлĕ юридици факчĕсене, ĕçĕсене çирĕплетекен.

1992 çулхи августăн 6-мĕшĕнче районта нотариус тивĕçне пурнăçлама Хĕрлĕ Чутай районĕн халăх сучĕн судйин стажерĕ пулнă Римма Яковлевна Праулована шаннă.

Р.Праулова (хĕр чухнехи хушамачĕ - Архуткина) Тракушкăнь ялĕнче çуралса ÿснĕ. Шкул вăхăчĕ çитсен Хусанушкăнь шкулне ăс пухма çÿренĕ. Римма Яковлевна юридици пĕ­лĕвне Хусанти патшалăх университетĕнче илнĕ.

Районта нотариат кантурĕ уçăлсан, 15 çул каялла, нотариус ĕçĕпе пĕрремĕш хут Владимир Иванович Романов усă курнă. В.Романов автомашинăпа çÿреме шантару хутне (доверенность) çирĕплеттернĕ.  Иккĕмĕш ĕçĕ -  Самылкинсен. 1992 çулхи октябрĕн 3-мĕшĕнче Александр Игорьевич Самылкинпа еткерлĕх ĕçне чи пĕрремĕш хут уçнă.

Нотариат кантурĕ уçăлсанах Римма Яковлевна приватизацилемелли çинчен калакан виçĕ договора çирĕплетме пулăшнă. Калас пулать, Р.Праулован нотариус ĕçĕн малтанхи 10 çулне пĕчченех туса пыма тивнĕ. Вунă çул хыççăн унăн секретарĕ пулса Л.Н. Осипова тăрăшнă. Паянхи кун вара нотариусăн секретарĕ пулса Эльвира Валерьевна Праулова вăй хурать. Çавăн пекех Римма Яковлевнана отпуск вăхăтĕнче Снежана Валерьевна Праулова пулăшать.

Калас пулать, 1997 çулта республикăра патшалăхăн нотариат кантурĕсем харпăрлăха (частный) куçрĕç. Пирĕн районти нотариат кантурĕ те вĕсен йышĕнче. Сăмах май, Мускавра уйрăм нотариат (частный нотариат) мелĕпе ĕçлесси 1993 çултанпа пырать.

Юлашкинчен çакна калама пулать. 15 çул хушшинче Римма Яковлевна Праулова миçе документăн тĕрĕслĕхне çирĕплетмен-ши; Акă, пĕрремĕш çулăн октябрь-декабрь уйăхĕсене илес пулсан, нотариус 169 ĕç пăхса тухнă, 1993 çулта - 890 ĕç, 2006 çулта - 3562, унтан 368 пин те 13 тенкĕлĕх пулăшу панă. 15 çул хушшинче вара пĕтĕмпе 26 пин те 284 нотариаллă ĕç (действие) пурнăçланă, еткерлĕхпе çыхăннă 2791 ĕç уçнă. Кунсăр пуçне нумай çынна юридици енĕпе чылай ыйтăва татса пама пулăшнă. Кунне нотариус патне вăтамран 30 çын пулăшу ыйтма килет. Сăмах май, июль уйăхĕнче вĕсем патне 876 çын пынă, кунне вара вăтамран 42 çын пулать.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика