Красночетайский территориальный отдел Управления по благоустройству и развитию территорий Красночетайского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

429040, Чувашская Республика, Красночетайский район, с.Красные Четаи, пл.Победы, д.9 тел.8(83551)2-13-61, 2-12-53

krchet-krchet@cap.ru

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Парти ĕçне ырă хак параççĕ

01 сентября 2007 г.

Умра - суйлав. Декабрĕн 2-мĕшĕнче эпир РФ Патшалăх Думин депутачĕсене суйлатпăр. “Единая Россия” партин Чăваш Енри уйрăмĕн суйлава хутшăнма пултаракан парти членĕсем паллă та ĕнтĕ. Мĕн шутлаççĕ-ха районта пурăнакансем “Единая Россия” парти пирки, вĕсен ĕç-хĕлне мĕнле хак параççĕ;

Н.Н.УДИКОВА, пенсионерка, 99 çулта (Ишеккасси ялĕ): “Эпĕ - салтак арăмĕ. Упăшка 1942 çулта вăрçă хирĕнче хыпарсăр çухалчĕ. Кăçал мана кил-çурта юсаса çĕнетме  укçа пачĕç, çакăншăн çĕршыва ертсе пыракансене пысăк тав. В.Путин “Единая Россия” партипе пĕрле пулнине пĕлетĕп эпĕ, çитес суйлавра вĕсемшĕн сасăласшăн. Путина ĕмĕрлĕх патшана суйласа лартмалла тесе шутлатăп”.

М. В. Глухова, халăха социаллă ыйтусемпе тивĕçтерекен центрăн директорĕ, 1956 çулта çуралнă:  “Нумаях пулмасть эпĕ те «Единая Россия» партие кĕме вырăнти уйрăма заявлени çыртăм. Мĕншĕн тесен пĕртен-пĕр çак парти çеç малашлăхшăн, çынсен пурнăç шайне ÿстерессишĕн курăмлă ĕçсем пурнăçлать. Ачасене, ветерансене, социаллă хÿтлĕхсĕр юлнисене пулăшассине хăйĕн çине илчĕ вăл”.

А.Я.Михайлова, «Уют» кафере ĕçлекен, 1980 çулта çуралнă: «Единая Россия» партие йĕркелесе янăранпа 5 çул çитрĕ. Çав хушăра вăл хăйĕн ырă ĕçĕсемпе палăрса Раççей гражданĕсен шанăçне çĕнсе илчĕ. Унăн витĕмĕпе вĕт-ха приоритетлă наци проекчĕсем пурнăçланса пыраççĕ. Акă, çамрăк мăшăрсене çурт-йĕр çавăрма е туянма пулăшас тĕллевпе «Раççей гражданĕсене - туянма май пур тата хăтлă хваттер» проект ĕçлет. Унпа миçе мăшăр усă курса хăйсен çурт-йĕр ыйтăвне татса памарĕ-ши; Суйлав кунĕнче те эпĕ «Единая Россия» партишĕн сасăласшăн”.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика