Красночетайский территориальный отдел Управления по благоустройству и развитию территорий Красночетайского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

429040, Чувашская Республика, Красночетайский район, с.Красные Четаи, пл.Победы, д.9 тел.8(83551)2-13-61, 2-12-53

krchet-krchet@cap.ru

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Райпон ĕçĕпе курăмлă

29 августа 2007 г.

Районăмăр йĕркеленнĕренпе 80 çул çитнине тата Хĕрлĕ Чутай сали 425 çул тултарнине халалланă уява хатĕрленес умĕн район центрĕнчи предприятисемпе учрежденисен чылай ĕç тумалла пулнă. Анчах та вĕсенчен чылайăшĕ палăртнă тĕллевсене пурнăçа кĕртеймерĕç. Калас пулать, туса ирттермелли ĕçсен планĕ тăрăх Хĕрлĕ Чутай салинчи предприятисемпе учрежденисен хăйсен фасачĕсене илемлетсе çутăпа тивĕçтермелле те пулнă. Шел те, ку ĕçе райпо ĕçченĕсем кăна тума пултарчĕç. Асăнмалла,  августăн 18-мĕшĕнче каçхи сĕм çапсан уява хутшăннисем райпон Суту-илÿ çуртне тĕрлĕ тĕслĕ çутă хитре те асамлă сăн панине асăрхарĕç пулĕ ĕнтĕ. Çавăн пекех, палăртмалла, кун пек тĕрлĕ тĕслĕ çутă Хĕрлĕ Чутай салин Кивĕ центрĕнчи “Березка” ресторана та илемлетсе, пуянлатса тăрать. Райпо председателĕ шантарнă тăрăх, ку илемлĕ çутăсем ытларах уяв кунĕсенче кăмăла çĕклĕç.

Райпон ĕçне палăртнă май, çакна та калама пулать. Август уйăхĕн çурринче райпо ĕçченĕсем патне Центросоюзăн председателĕнчен Е.Н.Кузнецовран саламлă телеграмма çитнĕ. Евгений Николаевич Хĕрлĕ Чутай райповне кăçалхи çур çулхи ĕç-хĕлĕн кăтартăвĕпе потребкооперацин ăмăртăвĕнче пĕрремĕш вырăн йышăннă ятпа саламланă.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика