29 августа 2007 г.
Август уйăхĕн пуçламăшĕнче ЧР Экономика аталанăвĕн министерстви район тăрăхĕсен тата хула огругĕсен хушшинче пыракан социаллă пурнăçпа экономика ăмăртăвĕн çур çулхи кăтартăвĕсене пĕтĕмлетнĕ. 2007 çулăн пĕрремĕш çур çулĕнче ял-хула тăрăхĕсен ĕçне хакланă хыççăн акă мĕн палăрнă: пĕрремĕш ушкăнра (1500 çын пурăнакан тăрăхсем) Пăрачкав районĕнчи Кудеиха ял тăрăхĕ çĕнтернĕ* иккĕмĕш ушкăнра (1500-4000 çын пурăнакан тăрăхсем) Шупашкар районĕнчи Чăрăшкасси ял тăрăхĕ çĕнтерÿçĕ* виççĕмĕш ушкăнра (4000 тата ытларах çын пурăнакан тăрăхсем) районти Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕ чи маттурри пулнă.
Пĕтĕмлетĕве тунă чухне ял тăрăхĕсенче наци проекчĕсем тата тĕрлĕ программăсем мĕнле пурнăçланнине шута илнĕ. Калас пулать, кун евĕр ăмăртусене вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен ĕçне лайăхлатас, халăхăн пурнăç шайне ÿстерес тĕллевпе ирттереççĕ.
Источник: "Пирěн пурнăç"