29 августа 2007 г.
Районпа сала юбилейĕсене уявланăранпа икĕ эрне те çитет ĕнтĕ. Пурпĕрех уявпа çыхăннă самантсем куç умĕнчен каймаççĕ. Ĕнер çеç уяв пулнă пек туйăнать. Ытла та-çке вăл асра юлмалла иртрĕ. Уйрăмах Хĕрлĕ Чутай салин Кивĕ центрĕнчи Советски урамĕ. Кунта нимĕнле çĕнĕ объект та хута яман, апла пулин те уява сĕм кĕртекенни шăпах Советски урамĕ пулчĕ. Ку урамри çынсем юбилейсене мĕнле хатĕрленнине куçпа курманни ман сăмахсене ĕненмĕ те. Анчах та кунти ял халăхĕн тараватлăхне, ăш пиллĕхне, пултарулăхне курнисем суйма памĕç: Советски урамĕнче сала уявĕ çынсен асĕнчен тахçанчченех ан тухтăр тесе чылай тăрăшнă.
З.Самылкинасен çурчĕ... Халĕ те куç умĕнчех валак патне тухнă Нарспипе Сетнер. Икĕ юратуллă чĕрен тĕл пулăвĕ. Инçех мар хĕрÿ ĕç çи вăхăтне - вырмана - икĕ ватă сăнарлаççĕ. Паллах, малтанхи вăхăтри евĕр ĕçе алă вĕççĕн пурнăçланине кăтартаççĕ. Юнашарах улăм тĕркемĕсенчен ăсталанă кĕлетке. Тепĕр енче вĕллесем вырнаçтарнă. Утарçă хăйĕн асамлă чĕлхипе калаçса пыл хурчĕсене асăрхаса тăрать. Юмах-и ку е чăн; Сĕрлесе çÿрекен пыл хурчĕсем, утарçă пĕр вĕллинчен пыл карасне кăларса хăнасене хăналани чăн пулнине çирĕплетеççĕ. Сиплĕ пылĕн тути вара! Пыл сăпасĕ тин кăна иртсе кайнине аса илтерсе кунта пурне те икерчĕпе пыл çитереççĕ. Тараватлă-çке чăваш халăхĕ.
Хăнасем каларăшле, З.Самылкинасен кил хуçалăхĕ умĕнче сăнарланнă композицисемпе нимĕн те мар кино ÿкерме пулать. Сала уявĕсенче малтанхи çулсенче те пулса курнăччĕ, анчах та кăçалхи пек Советски урамĕ праçнике хатĕрленнине асăрхаман. Кунашкалли халиччен пĕрре те пулман тесен тĕрĕсрех.
Источник: "Пирěн пурнăç"