29 августа 2007 г.
РФ 2006 çулхи майăн 27-мĕшĕнчи 313 № йышăнăвĕпе килĕшÿллĕн, çарта е вăрçă хирĕнче çемье пуçлăхĕ пурнăçран уйрăлнă пулсан унăн çемйине 10 çулта пĕрре пурăнмалли кил-çуртра юсав ĕçĕсем пурнăçлама федераллă бюджетран укçа уйăрса пама тивĕç. Кун пирки районти социаллă хÿтлĕх пайĕнче тăрăшакансем Мускава документсем тăратма 33 çынран заявлени йышăнни çинчен хаçатра çырса пĕлтернĕччĕ. Акă, кĕтнĕ кун та çитрĕ. Паянхи кун Тăван çĕршывăн Аслă вăрçинче пуçĕсене хунă паттăрсен арăмĕсем пурăнмалли кил-çуртра юсав ĕçĕсем пурнăçлама 2 миллион та 527 пин те 232 тенкĕллĕ пулчĕç. Шел те, ыйтса çыракансенчен 33-ĕн пулнă пулин те, 31-шĕ кăна ку укçана тивĕçрĕ. Сăлтавĕ - 2-шĕ çĕнĕ çуртсенче пурăнаççĕ. Ватă çынсене пулăшу панă çĕрте “Единая Россия” партин членĕсен тÿпи те пысăк. Вĕсем тăрăшнипе 31 салтак арăмĕ 76 пин тенкĕрен пуçласа 100 пин тенкĕ таран укçа-тенкĕллĕ пулчĕ. Акă, палăртма кăмăллă, çак кунсенче Ишеккасси ялĕнчи 99 çулхи Наталья Николаевна Удикова кил-çурта юсаса çĕнетме 83 пине яхăн укçа-тенкĕллĕ пулчĕ.
Источник: "Пирěн пурнăç"