Красночетайский территориальный отдел Управления по благоустройству и развитию территорий Красночетайского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

429040, Чувашская Республика, Красночетайский район, с.Красные Четаи, пл.Победы, д.9 тел.8(83551)2-13-61, 2-12-53

krchet-krchet@cap.ru

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Вылпасар çынни

22 августа 2007 г.

Кашни ялтах ĕçчен те тăрăшуллă, ăслă та сăпайлă çынсем сахал мар: пĕрне хурласа, теприне мухтаса çырма та йывăр темелле. Çапах та...

... 1963 çул вĕçлениччен Выла Пасарĕн Кăраклава тухса каякан пĕр урамне, ĕç хучĕсем çине, “Егоркино” тесе çырнă. Тепĕр майлă каласан, вăл уйрăм ял шутланнă. Шăпах çак вунă киллĕ урамăн сылтăм çыранĕнче Петр Петрович Петров çуралса ÿснĕ те. Çут тĕнчене вăл 1900 çулхи июньте килнĕ иккен. Чухăн хресчен ачи 14 тултаричченех кил хуçалăхĕнче çĕр ĕçĕпе тăрмашнă, ашшĕ-амăшне пулăшнă, хăй çапах та вĕренесшĕн çуннă.

Вĕренÿ çулĕ пуçланиччен уйăх юлсан, Австрипе Германи çарĕсем пирĕн çĕршыв çине вăрçăпа кĕрсе кайнă. Пĕрремĕш тĕнче тата Граждан вăрçин вут-çулăмлă çулĕсене пăхмасăрах çамрăк каччă Мăн Чурашри икĕ класлă шкулта ăс пухать. Хыççăн çав шкулти учительсен семинарийĕнче тата Вăрнарти педтехникумра икшер çул пĕлĕве ÿстерет. Вĕренес туртăм чăваш ачине Хусанти пединститутăн истори факультетне те илсе çитернĕ. Ăна “Учитель школы 1-й ступени” диплом панă.

1923 çулхи март уйăхĕнче çартан таврăнсан Хусанти Тутар область комитетне çул тытать: учетчик-статистик, чăваш секцийĕн секретарĕ, Хусанти стрелоксен 1-мĕш дивизионти уйрăм пайра уполномоченнăй пулать.

Чăваш автономи облаçĕнчен Чăваш АССР-не туса хунă вăхăтра Петр Петрович Хусантан Шупашкара куçать те ВКП(б)-ăн Чăваш область комитетне вырнаçать. Малтанах, çулталăк çурă, инструктор ĕçĕпе тимлет, 1926-1929 çулсенче вара республикăри “Канаш” хаçат редакторĕн çумĕнче тăрăшать. Ăслă та анлă тавракурăмлă этемĕн пултарулăхĕ çавнашкалах Сĕнтĕрвăрринчи вăрман техникумĕнче те палăрать. Унта вăл 1929-1931 çулсенче студентсене обществоведени предметне вĕрентет. Унтан ăна каллех ВКП (б)-ăн Чăваш область комитетне чĕнсе илеççĕ те бюро секретарĕ тата обком секретарĕн пулăшаканĕ пулма çирĕплетеççĕ. Тепĕр виçĕ çултан ĕç вырăнĕ каллех улшăнать. Хальхинче, 1934 çулхи кĕркуннерен 1937 çулхи çуркуннеччен, Петр Петрович Петров ВКП (б)-ăн Хĕрлĕ Чутай райкомĕн пĕрремĕш секретарĕн тивĕçне кирлĕ пек пурнăçласа пырать. Вăрмар районĕнчи Кивĕ Шăхаль салинче çуралса ÿснĕ  Афанасий Ефимович Ефимовский вара Петровпа пĕр вăхăтрах райĕçтăвком председателĕн пуканне йышăннă. Çулĕпе вăл юлташĕнчен виçĕ çул çеç аслă пулнă. Икĕ пуçлăх пĕр-пĕринпе килĕштерсе ĕçленĕ, халăха хавхалантарса пыма тата вĕсен ыйтăвĕсене çăмăллăнах татса пама тăрăшнă. Çапах та, иккĕшĕ те, Хĕрлĕ Чутай районĕпе пĕр вăхăталлах сыв пуллашнă...

... Вылпасар ялĕнчи çÿлерех асăннă урамăн сулахай вĕçĕнче пурăнакан 92-ри Анастасия Щевкина акă еплерех аса илет: “Петр Петровича эпĕ лайăх пĕлетĕп. Вăрăм та хытканрах кĕлеткеллĕскер çемйипе Шупашкарта пурăнатчĕ. Арăмĕнчен уйрăлсан Роза хĕрне пĕчченех ÿстерчĕ. Яла килсен урамсем тăрăх утса тухрĕ, уй-хирпе тăван тавралăха сăнарĕ тата уншăн хытах тунсăхларĕ пулас: ялтан хурланса тухса кайрĕ. Ку вăрçăччен пулса иртрĕ. Урăх эпир ăна курман”.

Чăнах та, ялтан тухса кайнă этемĕн кун-çулне тĕпчесе пĕлме çăмăл мар, енчен те ку тапхăр 70 çулпа танлашсассăн. Çакна çеç хушса çырма пултаратăп: Хĕрлĕ Чутайран кайсассăн П.П.Петров Шупашкарах таврăннă та “Красная Чувашия” (халĕ - “Советская Чувашия”) хаçат редакцийĕнче редактор çумĕн должноçне йышăннă. Архивра упранакан папкăра партипе совет тата пичет органĕсенче вăй хунă ентешĕн малаллахи кун-çулĕпе ĕç-хĕлне тупма май килмерĕ.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика