Красночетайский территориальный отдел Управления по благоустройству и развитию территорий Красночетайского муниципального округа Чувашской РеспубликиОФИЦИАЛЬНЫЙ САЙТ

429040, Чувашская Республика, Красночетайский район, с.Красные Четаи, пл.Победы, д.9 тел.8(83551)2-13-61, 2-12-53

krchet-krchet@cap.ru

 

Орфографическая ошибка в тексте

Послать сообщение об ошибке автору?
Ваш браузер останется на той же странице.

Комментарий для автора (необязательно):

Спасибо! Ваше сообщение будет направленно администратору сайта, для его дальнейшей проверки и при необходимости, внесения изменений в материалы сайта.

Публикации » Ÿс, çĕклен, Чутай ен, кунран-кун эс чечеклен

22 августа 2007 г.

Ир-ирех район центрĕнче хаваслă юрă-кĕвĕ янăрарĕ, халăха уява йыхравларĕ. Райадминистраци çурчĕ çывăхĕнче ял тăрăхĕсен презентацине, ачасен ал ĕçĕсен куравне... курма пулчĕ. Уява килнĕ сумлă хăнасем, паллах, вĕсене асăрхамасăр иртме пултараймарĕç. Çак куравсенче вĕт-ха Хĕрлĕ Чутай çыннисен пултарулăхĕ, маттурлăхĕ, ăш пиллĕхĕ, ĕçченлĕхĕ сăнарланнă. Палăртмалла, Хĕрлĕ Чутай салине 425 çул, района 80 çул çитнине халалласа ирттернĕ уявра тĕрлĕ объектсем хута кайĕç.

Чи пĕрремĕш радиопередача янăрарĕ

Уяв программипе килĕшÿллĕн, хăнасем Çĕнтерÿ лапамĕнчи палăк умне чечексем хучĕç. Унтан эфирлă радио станцийĕ çывăхне пухăнчĕç. Кунта Чăваш Республикин экономика аталанăвĕн тата суту-илÿ министрĕ И.Моторин район пуçлăхĕпе А.Криковпа хĕрлĕ хăю касса çак станцие уçрĕç.

Юнашарти Етĕрне районĕнчи çынсем тахçанах радиоприемник урлă район хыпарĕсене итлетчĕç. Мĕнлерех ăмсанаттăмăр вĕсене! Радио сассипе вăранма хăнăхнă ял çыннисем çак куна мĕнле кĕтрĕç пулĕ; Вĕсем кĕтни сая кайман. Эфирлă радиона хута ярассипе вышкайсăр пысăк ĕç тума пултарнă. Çапла, ку питĕ пысăк ĕç. Эфирлă радиона йĕркелесе яма 4 миллион та 971 пин тенкĕ укçа кирлĕ пулнă. Ăна ăçтан тупмалла; Район администрацийĕ спонсорла пулăшу шырама пикеннĕ. Шыракан тупатех. Башньăна вырнаçтарма «МТС» компани 2,6 миллион тенкĕ уйăрса панă. Район центрĕнчи башньăри юлашки 20 метр çÿллĕшĕнче вара çак компани хăйĕн установкине вырнаçтарнă. Çапла майпа, малашне халăх «Соло» радиоприемникпе часах район хыпарĕсене те итлĕ.

Палăртмалла, эфирлă радион студийĕ электроçыхăну узелĕнче вырнаçнă. Кунта питĕ хăтлă, меллĕ, студире çĕнĕ оборудовани. Уяв кунĕнче çак студирен чи пĕрремĕш радиопередача янăрарĕ. Райадминистрацин информатизаци пайĕн начальникĕ С.Князькова уçă эфирта уява пухăннисене район пуçлăхĕн А.Криковăн саламĕпе, уяв программипе паллаштарчĕ.

Эфирлă радио станцине тата студине йĕркелесе ярас ĕçре пулăшнăшăн А. Криков «Промстройсвязьмонтаж» ТЯО директорне Р.Игнатьева Тав çырăвĕпе наградăларĕ.

18 хваттерлĕ çурт хута кайрĕ

Çак 18 хваттерлĕ çуртăн никĕсне 2005 çулта хывма пуçланă. 2007 çулхи августăн 18-мĕшĕнче ăна савăнăçлă лару-тăрура хута ячĕç. Хĕрлĕ Чутайри КСО начальникĕ В.Спиридонов палăртнă тăрăх, ку çурта çĕклессипе 14 миллион тенкĕлĕх ĕç пурнăçланă: 4,5 миллион тенкине федераллă бюджетран уйăрса панă, 3,5 миллион тенкине - республикăран, ыттине - районтан. Ытти нумай хваттерлĕ çуртсемпе танлаштарсан, уявра хута кайнă 18 хваттерлĕ çуртра пурăнакансен кашнин хăйне уйрăм хваттере хутса ăшăтмалла. Кун пекки районта хальлĕхе пĕрре те пулман-ха.

Уявра хăнасем Маргарита Владимировна Ульянован хваттерне те кĕрсе курчĕç. Кунта чăннипе те хăтлă, çутă. М.Ульянована пĕр пÿлĕмлĕ хваттер тивĕçнĕ. Унăн çемйинче икĕ ача ÿсет. Кил хуçи çĕнĕ хваттерпе кăмăллă пулнине палăртрĕ. Хăнасем  Ульяновсен çемйине ырлăх-сывлăх сунчĕç, хваттертен ача-пăча сасси ан татăлтăр терĕç.

Торжествăлла ритуалсене регистрацилекен зала уçăлчĕ

Хĕрлĕ Чутай салине 425 çул, района  80 çул çитнине халалланă уявра хута ямалли тепĕр объект - торжествăлла ритуалсене регистрацилекен зал пулчĕ. Ку пулăм çамрăк çемьесемшĕн уйрăмах пĕл­терĕшлĕ пулĕ. Мĕншĕн тесен вĕсене малашне ăмсанмалла хитре залра çĕнĕ çемьене чăмăртаннине çирĕплетсе регистрацилеççĕ. Зала уçассипе строительсен самаях тар юхтарма тивнĕ темелле. ЧР юстици министрĕн çумĕ В.Н.Капитонов та çакна çирĕплетрĕ, торжествăлла ритуалсене регистрацилекен зала хитререх тăвассишĕн райадминистраци те, строительсем те тăрăшнине каларĕ. Умра вĕт-ха çутă, илемлĕ зал. Çак илемлĕ залра уяв кунĕнче райадминистрацинче ĕçлекен çамрăксем Алена Фондеркинапа Алексей Ильин пĕр çемьене чăмăртаннине торжествăлла майпа регистрацилерĕç. ЗАГС пайĕн ĕçченĕ З.Маркова çамрăксене пĕр-пĕрне яланах юратса пурăнма, пĕр-пĕриншĕн шанчăклă мăшăр пулма сунчĕ. Мăшăрланнине çирĕплетекен документа çамрăк мăшăра алла тыттарса юстици министрĕн çумĕ Виталий Никитович свидетельствăна ĕмĕр-ĕмĕр упрама сĕнчĕ. Пурнăç сукмакĕпе алла-аллăн тытăнса утма кăмăл тунă мăшăра район пуçлăхĕ А.Криков, Патшалăх Думин депутачĕн П.Семеновăн пулăшуçи Ю.Григорьевский саламларĕç, ырлăх-сывлăх сунчĕç.

Палăртнă вăхăт çитсен, хăнасем Культура керменĕ умне пухăнчĕç. Райадминистрацин социаллă аталану пайĕн начальникĕ А.Самсонов пухăннисене пурне те уяв ячĕпе саламларĕ, юрă юрларĕ. Унтан сцена çине район пуçлăхĕ А.Криков тата сумлă хăнасем хăпарчĕç. Александр Иванович пурне те юбилейсем ячĕпе чун-чĕререн саламларĕ, район аталанăвĕшĕн, пуласлăхĕшĕн тăрăшнине, ырăпа çеç асăннине палăртрĕ, уява халалланă торжествăлла мероприяти уçăлнине пĕлтерчĕ. ЧР экономика министрĕ И.Моторин республика правительствин, хăйĕн ятĕнчен юбилейсемпе саламларĕ. Çавăн пекех Иван Борисович Чăваш Ен Президенчĕн Указĕпе «ЧР физкультурăпа спортăн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» Хисеп ятне тивĕçнĕ ачасемпе çамрăксен спорт шкулĕн директорне А.Никитина, «ЧР вĕрентĕвĕн тава тивĕçлĕ ĕçченĕ» Хисеп ятне илнĕ вĕрентÿ пайĕн начальникĕн çумне Г.Возякова саламларĕ.

Унсăр пуçне ЧР Культура, национальноçсен ĕçĕсен, информаци политикин тата архив ĕçĕсен министерствин хушăвĕпе килĕшÿллĕн культурăна аталантарассипе ĕçленĕшĕн социаллă аталану пайĕн начальникне А.Самсонова, ял тăрăхĕсем хушшинчи тĕп библиотекăн ĕçченне З.Глухована, Штанашри Культура çурчĕн ĕçченне В.Макарова Хисеп грамотисемпе наградăларĕ.

Район пуçлăхĕ А.Криков Ю.Николаева, Ю.Егорова, М.Хураськина, Г.Яковлева Хĕрлĕ Чутай районĕн хисеплĕ гражданинĕ ят парса чысларĕ, «Ачаллă çемьесене патшалăхăн хушма пулăшăвĕпе тивĕçтересси çинчен» федераллă саккунпа амăшĕн капиталне илме ирĕк илнĕ Хурапырти М.Артемьевана, Атнарти В. Игушкинана, Тури Çĕрпÿкассинчи П.Романована сертификатпа хавхалантарчĕ.

Унтан хăнасем сăмах илчĕç.

Советски урамĕ уявсене яланах тĕплĕн хатĕрленсе кĕтсе илет. Кăçалхи юбилейсене йĕркеллĕ ирттерес тĕллевпе те аван хатĕрленнĕ. Чи малтанах хăнасем А.Столярова кил хуçалăхĕ умĕнче чарăнчĕ. Вĕсене кил хуçисем ăш киллĕн, тараватлăн кĕтсе илчĕç. Уява хатĕрленсе кунта ĕлĕкхи йăла-йĕркесене чĕртсе тăратнă. Акă, пĕр хĕрарăмпа арçын тырă сăвăрса авăртаççĕ. Инçех мар пĕри сухан арманĕсем тăвать. Хÿтĕрех вырăнта кăвайт чĕртсе пулă шÿрпи те пĕçернĕ. Техĕмлĕ шÿрпене хăнасем тутанса та пăхрĕç. Утă çи вăхăтне аса илтерекен ÿпле те ăсталама ÿркенмен çынсем. Хăйсем ĕçчен пулнине, вăхăтпа туллин усă курнине çирĕплетсе вăрмантан мăйăр та татса килнĕ. Карçынккари вăрман çимĕçне курсан хăнасем тĕлĕнмеллипех тĕлĕнчĕç, хăшĕ-пĕри ас тивсе те пăхрĕ.

Советски урамĕнче пурăнакансем хăнасене тарават пулнине, хăйсем уява хатĕрленнине З.Самылкинан хуçалăхĕ патне çитсен чăннипе те ĕненетĕн. Зоя Матвеевнан çурчĕ умĕнче хăнасене валак патне лашине шăварма тухнă Сетнерпе Нарспи кĕтсе илчĕç. Юнашарти йăмра çумĕнче арçын ачасем вăлтапа пулă тытаççĕ. Кунта вырма вăхăтне сăнарлаççĕ. Сурăх кĕтĕвне пăхакан кĕтÿçĕ те пур кунта, утарĕ те. Хăнасене вĕри икерчĕпе пыл çитерсе хăналарĕç. Икерчине тимĕр кăмака çинче пĕçерсех тăраççĕ. Уява питĕ аван хатĕрленнĕ ку урамри çынсем. Çакна хăнасем те çирĕплетрĕç. Кивĕ центрпа утнă май, хăнасем «Çын тата çут çанталăк» музейра та пулса курчĕç, экспонатсемпе, картинăсемпе, Хĕрлĕ Чутай салине 425 çул, района 80 çул çитнине халалланă «Хĕрлĕ Чутай: иртни тата хальхи» документлă курапа паллашрĕç. Унтан кĕçĕн сцена умне пухăнчĕç. Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕн пуçлăхĕ В.Романов уява килнисене ырă сунса кĕтсе илнине пĕлтерчĕ, смотр-конкурссен пĕтĕмлетĕвĕпе паллаштарчĕ. Акă, «Чи лайăх хушма-хуçалăх» ята Советски урамĕнчи З.Самылкина тивĕçрĕ, «Чи лайăх нумай хваттерлĕ çурт» номинацире 1972 çулта тунă виççĕмĕш çурт çĕнтерчĕ. Палăртмалла, ку çурт тирпей-илем енчен те палăрсах тăрать, кунта май уйăхĕнчех чечексем ешĕреççĕ. Обществăлла ĕçре хастар пулнишĕн Хĕрлĕ Чутай гимнази директорне Р.Ильинана та ырăпа хакларĕç. Çавăн пекех Петр Гавриловичпа Анна Васильевна Мареевсене ылтăн туй ячĕпе хавхалантарчĕç.

Кăçал ача çулталăкĕ. Çавна май кăçал çут тĕнчене пепке парнеленĕ амăшĕсене те чысларĕç. Ку çул ял тăрăхĕнче 12 арçын ачапа 10 хĕр ача çуралнă.

Уявра «Спектр» лавкка ертÿçи хăйĕн тавар туянаканĕсене пысăк парне пачĕ. Сăмахран, В.Кагайкин тавар туянакан телевизорлă пулчĕ.Каçхи 7-10 сехетсенче «МТС» компани чылай конкурссем ирттерчĕ, пухăннисене концертпа савăнтарчĕ. 21 сехет иртсен ял хуçалăхĕнче, промышленноçра, культурăра, вĕренÿре, сывлăх сыхлавĕнче тăрăшакансене Çамрăксен премине парса чысларĕç. Кăçал çакăн пек чыса 7 çамрăк тивĕç пулчĕç.

Уяв сĕмне тĕрлĕ тĕслĕ çутăсемпе ялкăшакан фейерверк пуянлатрĕ. Пĕ­тĕмĕшле илсен, юбилейсем аван иртрĕç.

Источник: "Пирěн пурнăç"

Мой МирВКонтактеОдноклассники
Система управления контентом
TopList Сводная статистика портала Яндекс.Метрика