17 августа 2007 г.
Пурăнмалли çурт-йĕр ыйтăвĕ яланах çивĕччисенчен пĕри шутланса тăрать. Патшалăх пурăнмалли вырăн кирлĕ çынсен черетне тăнисене вара тÿрремĕнех пулăшма тăрăшать.
Акă, «Раççей гражданĕсене - туянма май пур тата хăтлă çурт-йĕр» наци проекчĕ вăя кĕнĕренпе районти чылай çамрăк çемьепе граждан хăйсен пурăнмалли çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатрĕ. Хăшĕ хваттер туянчĕ, тепри çурт çавăрчĕ.
Кăçалхи çичĕ уйăх кăтартăвĕсене илсен, «Çурт-йĕр» программăн «Çамрăк çемьесене çурт-йĕрпе тивĕçтересси» çумпрограммипе килĕшÿллĕн, 2006 çулхи декабрь уйăхĕпе 2007 çулхи июнь уйăхĕччен, 8 çемьене çурт-йĕр туянма е тума субсиди илме ирĕк паракан свидетельствăпа тивĕçтернĕ. Çемьесем пĕтĕмĕшле 2212,775 пин тенкĕлĕх субсиди илнĕ.
Хăйсен çурт-йĕр условийĕсене лайăхлатма кăмăл тунă, пурăнмалли вырăн кирлĕ çынсен черетне тăнă 21 çамрăк çемье кăçал 40 процентлă субсидие 6573,63 пин тенкĕлĕх илме пултарĕ: федераллă бюджетран - 1719,48 пин тенкĕ, республика бюджетĕнчен - 4854,15 пин тенкĕ.
«Ялăн 2010 çулчченхи социаллă аталанăвĕ» программăпа граждансене федераллă бюджетран 780 пин тенкĕлĕх субсидилеме палăртнă, çамрăк çемьесемпе специалистсене - 1930 пин тенкĕлĕх. Çывăх вăхăтрах çак программăпа 8 граждан 763 пин тенкĕлĕх субсиди илме тивĕç.
«Раççей гражданĕсене кивĕ çурт-йĕртен куçарасси» программăпа кăçалхи III кварталта Хĕрлĕ Чутай салинчи 18 хваттерлĕ çурта хута яма палăртнă. Ипотека кредичĕпе çурт-йĕре лайăхлатма 7 граждан кăмăл тунă. Кăçалхи 7 уйăхра пĕр çемье 300 пин тенкĕлĕх кредит илнĕ.
Источник: "Пирěн пурнăç"