15 августа 2007 г.
“Ĕç çынна илем кÿрет”, - тенĕ ваттисем авалах. Çынна ĕç тăрантарать, пурнăçа тытса пыма пулăшать. Ĕçлĕ çын кăмăл енчен те йăвашрах, ырă шухăшлă. Ĕçлекене яланах хисепленĕ. Çавăнпа ашшĕ-амăшĕ ачана мĕн пĕчĕкрен ĕçе хăнăхтарса ÿстерме тăрăшать, çын пулма вĕрентет. Анчах хальхи пурнăç ÿкерчĕкĕ тăрăх, пурте мар, паллах, хура тар кăларса тăван хуçалăхшăн, çемье бюджетне лайăхлатассишĕн тăрăшни сисĕнсех каймасть. Аттепе аннен ĕнси “хулăм” пулсан пушшех те. Çав-çавах пур-ха пирĕн хушăра çанă тавăрса вăй хураканнисем, çĕр тусанĕнчен хăраманнисем. Вĕсем çăкăр çиес килсен нумай ĕçлемеллине ăнланаççĕ.
Акă, В.Никитин фермер хуçалăхĕнчи йĕтем çинче ĕçлекен М.Никитинанах илер. Марина Никитина уйран килекен, кĕлете кĕрекен тыр-пула виçсе тăрать, пĕтĕмпех учета илет.
- Паянхи кун тĕлне уйран 204 тонна ытла тырă килчĕ, - терĕ çепĕççĕн çамрăк весовщица.
Шкул ачи пулин те (вăл Хĕрлĕ Чутай гимназийĕнче 10-мĕш класс пĕтернĕ) ăна яваплă ĕç шанса панă. Çак тивĕçе вăл иртнĕ çул та пурнăçласа пынă. Ăна Лилия Апалеева студентка пулăшса пырать. Ялти хĕрсем ĕçе тивĕçлĕ пурнăçлаççĕ. Марина, хăй каланă тăрăх, малтанхи çулсенче хуçалăхра тăрăшакансем валли ĕç çи тапхăрĕнче вĕри апат пĕçерсе тăнă. Куратпăр ĕнтĕ, вăл нимле ĕçрен те хăрамасть. Çакă хĕр пĕрчи мĕн пĕчĕкрен ĕçлесе çитĕннине пĕлтерет. Ытти енчен те пултаруллă хĕр вăл.
Маттур, Марина. Ĕçлекен çын ялан хисепре. Санăн та пурнăçра çапла пултăрччĕ.
Источник: "Пирěн пурнăç"