15 августа 2007 г.
Истори страницинчен
Хĕрлĕ Чутай чăвашĕсен историйĕ пуçланнăранпа 425 çул çитрĕ. Çапла, 1582 çулта пирĕн тăрăха чăвашсем куçса килнĕ, çурт-йĕр çавăрма тытăннă. Çакăнта тĕпленекенсен вăрман касса çĕр сухалама тивнĕ. Вырăнĕсем вара пурăнма меллĕ пулнă: ирĕклĕ те шанчăклă кĕтес, çурт лартма юрăхлă çĕрсем, кÿлĕсемпе пĕчĕк юхан шывсем... Аякран куçса килнĕ чăвашсем çырма-çатра хĕррипе «тымар янă». Çĕнĕ вырăна кунта пĕрремĕш куçса килнĕ çын ятне панă. Çапла Чутай ячĕ пулса кайнă. Çак ят темиçе ĕмĕр хушшинче пĕрре те улшăнман. Çĕнĕ çĕрте çынсен шучĕ ерипен ÿснĕ, урамсем йĕркеленсе пынă.
Чутай енĕ Кăрмăшпа тачă çыхăннă. Иван патша Хусана çĕнсе илсен Кăрмăш уесĕ центр пулса тăнă. Унта Чутай, Етĕрне, Элĕк чăвашĕсем кĕнĕ. Чылай документсем тăрăх Чутай Кăрмăшпа юнашар пулни яла ÿссе аталанма питĕ пулăшни курăнать. Чутай чăвашĕсем унта тырă-пулăпа, аш-какайпа, сĕт-çупа, пылпа тата ытти таварсемпе суту-илÿ тума çÿренĕ. Чутайсемшĕн Кăрмăш тĕп хула шутланнă.
XVI ĕмĕр варринче ял халăхĕ Христос тĕнне ĕненме тытăннă, унччен вĕсем киремете пуç çапнă. Çынсене çĕнĕ ятсемпе хушаматсем панă. Халăх вăйĕпе чиркÿсем тума тытăннă. Чутайра та XVII ĕмĕрте чиркÿ туни паллă. Вăл йывăçран пулнă. Паянхи чиркÿ çуртне 1802 çулта чултан купаласа лартнă. Ăна çĕнĕ архитектура проекчĕпе тунă.
Ял историйĕнче малалла та тĕрлĕ пысăк ĕçсемпе пулăмсем сахал мар пулнă. Вĕсем халăхра ĕмĕртен-ĕмĕре куçса пынă, аса илĕвĕсем вара халăхра паян та пурăнаççĕ.
Ял тăрăхĕн аталанăвĕ
Тăван ен историйĕ вăл - халăх шăпи. Хамăр тăван тавралăха пĕлмесĕр малашлăха утма йывăр. Чутай çĕрĕ тĕрлĕ пулăмсемпе, ĕçчен те паллă çынсемпе пуян. Вĕсем хушшинче ĕçпе мухтава тухнисем, паллă педагогсем, ăста тухтăрсем, Тăван çĕршыва хÿтĕлесе хăюлăхпа паттăрлăх кăтартнисем, культурăна аталантарас ĕçре ÿсĕм тунисем тата ыттисем те чылай. Хамăр историпе эпир мăнаçланма пултаратпăр.
Пире, чутайсене, ĕçлеме, пурăнма аслă ăрусен тĕслĕхĕ пулăшать. Паянхи кун та Чутайра ĕçре пултарулăхпа тăрăшулăх кăтартакан çĕр-çĕр çын пурăнать.
Кашни çулах Хĕрлĕ Чутай салин кунне тĕрлĕ ĕçсемпе çыхăнтарса пурнăçласа ирттеретпĕр. Вĕсем район аталанăвĕпе тÿррĕмĕнех çыхăннă. Кăçал та уява тивĕçлипе ирттерес тесе сахал мар вăй хума тиврĕ. Акă, Чăваш Республикин Президенчĕн программине пурнăçласа Туктамăшпа Енкĕлт ялĕсенче çĕнĕ асфальт çулсем хута кайрĕç. Хĕрлĕ Чутай салинче çуран çÿремелли вырăнсене - тротуарсене те тĕпрен çĕнетнĕ. Халăха паха шывпа тивĕçтерес енĕпе те Ишеккасси ялĕнче çĕр айĕпе хывнă шыв пăрăхĕсем хута кайрĕç.
Хĕрлĕ Чутай сали тирпейлĕ те хăтлă пултăр тесе ял тăрăхĕ çулленех «Чи лайăх кил-çурт», «Тирпейлĕ хушма хуçалăх», «Чи лайăх нумай хваттерлĕ çурт, подъезд» конкурссем ирттерет. Кăçал та çак конкурссен пĕтĕмлетĕвĕсене уявра палăртатпăр.
Чутайсем яланах тăван ен аталанăвĕшĕн, малашлăхĕшĕн ĕçлеççĕ. Кăçалхи уява та лайăх ирттересчĕ. Телейлĕ çул пултăр, Хĕрлĕ Чутайăм! Ÿс, çĕклен, тĕреклен эс татах!
Источник: "Пирěн пурнăç"