25 июля 2007 г.
Хĕрлĕ Чутайра пурăнакан пĕчĕкрех пÿллĕ, пиçĕ хул-çурăмлă Петр Александрович Магуськинпа курса калаçма тÿр килчĕ. Кăçалхи сентябрь уйăхĕнче 74 çул тултараканскер халĕ те ĕлĕкхи пекех вăр-вар, çаврăнăçуллă. Васкамасăр, шухăшласа, кашни сăмаха татса калать. Вăл хăйĕн сад-пахчине кĕртсе кăтартрĕ. Кунта улмуççисем хĕрлĕ-сарă пан улмийĕсемпе илĕртсе лараççĕ. Хурлăхан тулăх пулнă. Акă, йăран çинчи пĕр-ик хăяра татса илчĕ те каткари шывпа чÿхерĕ.
- Хам алăпа лартса çитĕнтернĕ çимĕçсемпе савăнас килет, - терĕ вăл. - Мăшăрăм, Зоя, юн пусăмĕ ÿссе кайнипе аптăратчĕ те, вăхăтсăр çĕре кĕчĕ. Çавăнтанпа кил-тĕрĕшре пĕчченех тăрмашатăп. Ĕç - пурнăç тыткăчи тесе ахальтен каламан. Пÿрт-çуртра, анкартинче тăрăшни пурăнма вăй-хал парать...
Улмуççи айĕнчи пĕчĕк тенкел çине вырнаçса ларсан Петр Александрович пĕр хушă шухăша путрĕ. Унăн ку таранчченхи кун-çулĕ, кинори кадрсем евĕр, хăйĕн куçĕ умĕнчен шуса иртнĕ пек туйăнчĕ мана. Çавăнпа сăмах хушрăм:
- Чим-ха, - терĕм, - эсĕ ĕлĕкрех шоферта ĕçлеттĕн вĕт; Миçемĕш çулта водитель профессине алла илтĕн;
- Шăпах 44 çул каялла автомашинăпа çÿреме ирĕк паракан удостоверениллĕ пулса тăтăм, - калаçу пуçарчĕ Петр Александрович. - Курс пĕтернĕ хыççăнах, апрель уйăхĕнче, Совет Çарне илсе кайрĕç. Виçĕ çул салтак пăтти çиме тиврĕ. Службăна Украинăри Обручь хулинче ирттертĕм. Япăх салтаксен йышĕнче пулман. Çарпа политика отличникĕ ята пачĕç. Ял ачи-çке, йывăрлăха тÿсме хăнăхнă. Противогаз тăхăнса, винтовка йăтса 10-15 çухрăма чупса тухасси темех марччĕ. Плац тăрăх мĕн чухлĕ стройпа утнă-ши тата! Нăйкăшман, командирсем хушнине итленĕ. Службăра Тав хучĕсемпе Хисеп грамотисем чылай пухăнчĕç.
Салтакран таврăнсан П.Магуськин ун чухнехи “Профинтерн” колхозра ĕçлеме пуçланă. Ăна ГАЗ-51 йышши автомашина шанса панă. Кивĕ пулнă вăл, çав “тимĕр-тăмăр купине” юсаса-тÿрлетсе икĕ çул чуптарнă. Рейсран таврăнсан машина айне кĕрсе выртнă, çĕмрĕк пайсене улăштарнă. Ĕçленĕшĕн хуçалăх правленийĕнче “патак” лартса пынă. Çулталăк вĕçленсен кăштах тырă, укçа та панă ятне тунă. Мĕн тăвăн, ун чухне вăхăчĕ çапла пулнă. Ял халăхĕ ĕç кунĕшĕн тăрăшнă. Минимум тултараймасан анкарти çĕрне касса илнĕ.
Тепĕртакран Свердловск облаçне, торф предприятине тухса кайма май килнĕ. Унта вунă çула яхăн ĕçленĕ. Пурнăç улшăнса пынă, Петр Александрович та тăван еншĕн тунсăхлама пуçланă. Чун-чĕри ашшĕ-амăшĕ патне, Хĕрлĕ Чутая туртăннă. 1967 çулта вăл яланлăхах çуралса ÿснĕ тăрăха таврăннă.
- Малтанах “Сельхозтехника” пĕрлешĕвне ĕçе вырнаçрăм, - тет Петр Александрович. - Унтан “Сельэнерго” предприятийĕнче тăрăшрăм. Пурнăçра тĕрлĕ йышши автомашинăсемпе ĕçлеме тÿр килчĕ. Техникăна яланах юсавлă тытнă, çул-йĕр правилисене çирĕп пăхăннă. Анчах машинăпа çÿресси çамрăк чухне кăна лайăх вăл. Ватăларахпа çын пусăрăнать. Эпĕ те тивĕçлĕ канăва кочегартан тухрăм. Ку енĕпе шкулта, район центрĕнчи обществăлла мунчара ĕçлерĕм. Кăмрăк-тусан самаях çăтма тиветчĕ пулин те, ĕçĕ яваплăччĕ ĕнтĕ.
Çакна та каласа хăвармалла пулĕ. Петр Александрович кĕтÿ кĕтме килĕштернĕ. Выльăх-чĕрлĕхе юратнăран та килнĕ ĕнтĕ ку. Кунпа пĕрлех кунĕпех çут çанталăк ытамĕнче - улăх-çаранĕ, вăрманĕ, юхан шывĕ куç тулли. Вăл Чулхула облаçĕнчи Пильна районĕнче çичĕ çул хушши кĕтÿ кĕтнĕ. Паллах, шăрăх çунтарнине те, шарлаттарса çумăр çунине те тÿсме тивнĕ.
Пĕтĕмĕшле илсен, ĕçчен çын вăл, Петр Александрович. Эпĕ унпа çуран Хĕрлĕ Çыр улăхне çити кăмпа татма та кайса курнăччĕ. Ир тухса утрăмăр та хĕвел ансан çеç Чутая çитрĕмĕр. Манран нумай çул аслă пулин те, аран-аран çиткелесе пытăм Петя пиччене. Тепрехинче ăна Хĕрлĕ Чутайăн Кивĕ центрĕнче тĕл пулнăччĕ. Çурăмĕ хыçне пысăк кутамкка çакнă хăй, таçта васкать.
- Ыран Анат Чутайри тăвансен (ятне каларĕ) ĕне черечĕ. Пăхма пулăшас тесе тухрăм-ха килтен, - терĕ вăл. - Сĕт-турăхпа тивĕçтереççĕ те...
Çапла, Петр Александрович Магуськина пурнăç çынни тесе калас килет. Çак сăмахсене вăл хăйĕн ĕçĕпе, ывăнма пĕлменнипе тивĕçлĕ.
Источник: "Пирěн пурнăç"