18 июля 2007 г.
Иртнĕ эрнере республикăри район центрĕсен ертÿçисем тата хăш-пĕр хуласен пуçлăхĕсен çумĕсем ĕçлĕ çул çÿревре Мускавра Патшалăх Думинче пулчĕç. Ăна йĕркелесе ертсе пыраканĕ Чăваш Республикинчи муниципаллă пĕрлешÿсен Канашĕн ĕçĕсене туса пыракан дирекцийĕн ертÿçи Василий Иванович Максимов пулчĕ.
Мускава çитсенех пирĕн ушкăн Патшалăх Думин ĕçĕ-хĕлĕпе, ларусем ирттермелли уйрăм пÿлĕмсемпе, тĕрлĕ техника-оборудовани пуянлăхĕпе паллашрĕ. Кайран вара ятарлă комитетсен ертÿçисемпе ĕçлĕ тĕл пулусем йĕркелерĕç.
Вырăнти хăй тытăмлăх реформин комитечĕн залĕнче пĕрремĕш калаçу пуçланчĕ. Çак пысăк пĕлтерĕшлĕ комитетăн ĕçĕ-хĕлĕ пирки унăн председателĕ Владимир Семенович Мокрый каласа пачĕ, малашлăх тĕллевĕсемпе тĕплĕн паллаштарчĕ. Вăл пирĕн çĕршывра вырăнти хăй тытăмлăхĕн пĕтĕмĕшле ĕç принципĕсем çинчен калакан 131 саккун мĕнлерех пурнăçланса пыни çинче чарăнса тăчĕ. Паллах, комитет ертÿçи йывăрлăхсемпе çитменлĕхсене те, вĕсен сăлтавĕсене те асăнчĕ. Сăмах май, çак саккуна çыраканĕ тата вырăнти хăй тытăмлăх реформине вăя кĕртме йышăнаканĕ вăлах шутланать.
Çавăн пекех Владимир Мокрый ял тăрăхĕсен прокуратура, милици, суд тата ытти тĕрлĕ органсемпе пĕрле мĕнлерех ĕçлесе пымалли пирки те сăмах хускатрĕ. Вырăнти хăй тытăмлăх реформин саккунне пĕтĕмĕшле вăя кĕртме уйрăммăн куçмалли тапхăр пулнине те палăртрĕ. Çак йĕрке 2006-2008 çулсенче пулса пымаллине те тĕслĕхсемпе çирĕплетрĕ. Вăл паянхи куна ял тăрăхĕсем пур ыйтăва та кирлĕ пек татса пама вăйсăртараххине ăнланнине пĕлтерчĕ. Çавăнпа та çÿлти органсен куллен пулăшмалла, ыйтусене пĕрле татса памалла терĕ. Пĕр-пĕрин çине йăвантарсан вара, тытăннă ĕç путланать. Ку вара чи япăххи пулнине пĕлтерчĕ. Юлашкинчен вăл çитес тапхăрта вырăнти хăй тытăмлăх реформи çинчен калакан саккуна пысăк улшăнусем кĕртесси пирки те каларĕ.
Раççей Федерацийĕн Патшалăх Думин Çĕршывсен хушшинчи ĕçсен комитечĕн председателĕ, “Единая Россия” политика партийĕн Генеральнăй Канашĕн президиумĕн секретарĕн çумĕ К.И.Косачев тата Патшалăх Думин депутачĕ П.В.Семенов наци проекчĕсем мĕнле пурнăçланса пыни çинче чарăнса тăчĕç, экономика аталанăвĕнчи çул-йĕре тишкерчĕç. Промышленность, медицина, вĕрентÿÿ, культурăпа спорт тата экономикăпа социаллă сферăри ытти ĕçсем мĕнлерех пулса пыни çинчен каласа пачĕç. Çак ĕçсем пурте “Единая Россия” парти витĕмĕпе пулса пынине çирĕплетрĕç.
Экономика реформин тапхăрĕнче ял хуçалăх ыйтăвĕсем чи пĕлтерĕшлисенчен пĕрисем пулнине Патшалăх Думин Аграри комитечĕн председателĕ Геннадий Кулик палăртрĕ. Вăл çĕршывра юлашки çулсенче ял хуçалăха аталантарас тĕлĕшпе мĕнлерех саккунсем йышăнни пирки тата вĕсен витĕмĕ çинче чарăнса тăчĕ.
Çавăн пекех ял инфратытăмне çирĕплетес тесе тĕллевлĕ программăсемпе ĕçлемеллине, яллă вырăнсем валли инвесторсем тупса вĕсене явăçтармалли пирки каларĕ.
Комитет ертÿçине ял тăрăхĕсен пуçлăхĕсем сахал мар ыйту пачĕç. Вĕсенчен пĕри: “Мĕншĕн ял хуçалăх продукцине йÿнĕ хакпа илеççĕ; Çав вăхăтрах ăна икĕ, виçĕ хут хаклатса сутаççĕ;” Хуравне Г.Кулик вара çапларах пачĕ. Хăш-пĕр вырăнсенче сĕт, аш-какай туса илекенсене регионсем хăйсем хушса тÿлеме тăрăшаççĕ. Çапла туни ял çыннине сахал мар тупăш илме тата лайăхрах ĕçлеме пулăшнине пĕлтерчĕ вăл. Çавăн пекех çунтармалли тата сĕрмелли материалсем пĕрмай ÿссе пыни, ял хуçалăх продукцийĕн пĕртанмарлăх условийĕсем пирки те ыйту пулчĕ. Г.Кулик ыйту кăсăклă, шухăша яракан пулнине, ăна тĕрлĕ енлĕ, уйрăммăн сÿтсе явмаллине палăртрĕ.
Çавăн пекех Мускавра тĕрлĕ вырăнсенче ĕçлекен çынсемпе те тĕл пулусем йĕркелерĕç. Вĕсем пурте “Единая Россия” партин Патшалăх Думинчи фракцин членĕсем.
Çапла вара Мускаври тĕл пулусем çакна çирĕплетрĕç. “Единая Россия” паянхи кун пирĕн çĕршывра политика партийĕсенчен чи сумли шутланать. Ку парти Раççей патшалăхне, хамăр Чăваш Ен тытăмне çирĕплетекен тата çынсен пурнăçне лайăхлатма пултаракан юхăм пулни палăрчĕ.
Источник: "Пирěн пурнăç"