04 июля 2007 г.
Çулталăк пуçланнăранпа çур çул иртрĕ. Çак тапхăрта вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен реформипе килĕшÿллĕн Хĕрлĕ Чутай ял тăрăхĕнче тата кунта кĕрекен ялсенче мĕнлерех ĕçсем пулса пыраççĕ-ха; Чи малтанах çакна палăртмалла: ял тăрăхĕ районти ытти ял тăрăхĕсенчен чи пысăкки. Çавна май ĕçсен калăпăшĕ те самаях анлă. Çĕнĕ вăхăт çĕнĕлле ĕçлеме хушать. Вырăнти хăй тытăмлăх органĕсен пуçлăхĕсен тивĕçĕ тата яваплăхĕ ÿсрĕ. Ял тăрăхĕн экономикăпа социаллă аталанăвне йĕркелесе пырасси, çынсен кулленхи ыйтăвĕсене татса парасси тĕп вырăнта тăрать. Вĕсемпе пĕрлех ытти ĕçсене пурнăçлассине те куçран вĕçертме çук.
Ял тăрăхĕн аталанăвĕ Хĕрлĕ Чутай салинчи предприятисемпе организацисем еплерех шайра пулнинчен тÿрремĕнех килет. Çавăнпа та палăртнă ĕçсене пĕрлех тума тăрăшни питĕ вырăнлă. Районти коммуналлă хуçалăх, электричество сечĕсем, райпо, «Гидравлика» УАО, РОСТО организацийĕ тĕрлĕ ыйтусене татса пама пулăшаççĕ.
Чăваш Республикин Президенчĕн Н.Федоровăн «Ялăн социаллă аталанăвĕ» программине пурнăçа кĕртессипе сахал мар ĕç тунă. Иртнĕ çул Туктамăш, Енкĕлт ялĕсенче çулсем тума пуçланă. Енкĕлт ялĕнчи асфальт çул çак кунсенче хута кайрĕ. Паллах, ку паллă пулăм - çынсемшĕн чăннипех пысăк савăнăç. Çуркуннепе кĕркунне Енкĕлт ялне транспортпа мар, çуран та кĕме çукчĕ. Çапла, асфальт сарнă çулпа утма аван, анчах та ăна тивĕçлĕ хакламалли пирки те шутламалла. Йывăр тиевлĕ транспортсемпе çÿресен, паллах, çул хăвăрт арканĕ.
Уйрăм хушма хуçалăха аталантарма пулăшакан «АПК аталанăвĕ» наци проекчĕ те ял тăрăхĕнче аван пурнăçланать. Пĕлтĕр хушма хуçалăх тытакан 136 çемье 17 миллион тенкĕлĕх çăмăллăхлă кредит илчĕ. Кăçалхи çур çулта 75 çын 8 миллион тенкĕлĕх кредитпа усă курнă. Патшалăх пулăшăвĕпе усă курса ял çыннисем выльăх витисене çĕнетеççĕ, техника, выльăх-чĕрлĕх туянаççĕ.
Информаципе культура ĕçĕсене те малти вырăна хуратпăр. Хальхи вăхăтра ял тăрăхĕн хăйĕн сайчĕ пур. Унта патшалăх органĕсем е уйрăм çынсем кирек хăш вăхăтра та кирлĕ информаци илме пултараççĕ. Вулавăшсем çын пурнăçĕнче пысăк вырăн йышăннине кура вĕсене те тимлĕх уйăратпăр. Çак кунсенче Ишеккассинчи библиотекăна çĕнетсе компьютер технологийĕсемпе пуянлатнă. Кунти вулавăша пысăклатма май тупрăмăр.
Ял тăрăхĕнче çивĕч ыйтусем, йывăрлăхсем те пайтах. Чи кăткăс ыйту - нумай хваттерлĕ çуртсене тытса тăрасси, вĕсене юсаса çирĕплетме укçа-тенкĕ тупасси. Унпа пĕрлех халăхăн ăнланăвне улăштарасси, çĕнĕлле пурăнма хăнăхтарасси. Тирпейлĕ, таса вырăнта пурăнма та кăмăллă. Хальлĕхе çынсем тирпей-илем çине пÿрне витĕр пăхаççĕ. Ялсенче уйрăм çынсем техника хатĕрĕсене тата ытти тимĕр-тăмăра урамра сапаласа вырттараççĕ. Уйрăмах ку енĕпе Туктамăш ялĕнчи С.Кондратьев, Анат Чутайри М.Столяров, Советски урамĕнчи А.Ивантаев палăрса тăраççĕ. Вĕсене пĕр хутчен çеç мар асăрхаттарнă, халĕ вара административлă майпа айăпламалли çеç юлать. Хваттерсенче пурăнакансен хăйсен çурчĕсем çумĕнчи çум курăка тирпейлессипе тимлемелле. Коммуналлă хуçалăх ĕçченĕсем туса парасса кĕтсе ларни вырăнсăр.
Кăçал эпир район 80 çул, Хĕрлĕ Чутай сали 425 çул тултарнине уявлатпăр. Уява лайăх кĕтсе илесчĕ.
Источник: "Пирěн пурнăç"